Улатăр хулин пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсене хакланă, 2016-мĕш çул валли тĕллевсене лартнă

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Улатăр хула депутачĕсен Пухăвĕн анлă ларăвне хутшăннă. Хулан пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсене хакланă, 2016-мĕш çул валли тĕллевсене лартнă.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Седов тухса калаçнă. Вăл каланă тăрăх, муниципалитетра промышленноç комплексĕ лайăх аталаннă. Пĕлтĕр таварсен калăпăшĕ 22,5 процента çити хăпарнине, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 20,5 процент ӳснине пĕлтернĕ. Экономика енчен çăмăлах мар вăхăтра та производствăн промышленноç индексĕ 107,1 процента çитнĕ. Улатăрти механика завочĕ, «ЭЛЕТЕХ Завод» «СКМ» ТМЯО ăнăçлă çулталăка вĕçленине асăннă. 2015-мĕш çулта Улатăра комплекслă модернизацилессипе аван ĕçленĕ. Предприятисемпе организацисем халăх валли 240 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Палăртма кăмăллă, Улатăрта вак тата вăтам предпринимательлĕх лайăх аталанать. Хальхи вăхăтра хулара туризма анлăрах сарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕрхи çул муниципалитетăн хыснине 517,2 млн. тенкĕ пухăннă, вĕсенчен 70 проценчĕ федераци тата республика бюджечĕсенчен каялла тавăрса памалли мар куçнă, харпăр хăй тупăшĕ - 157,2 млн. Кăтартăва 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 2,4 процент чакни сисĕнет.
 Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ çĕрсемпе усă курнăшăн парăмсем ытларах «Модуль» ТМЯО (директорĕ Морозов Максим Викторович) – парăм виçи 2 млн. 212 пин, «Вторичные металлы» АХО ,  (директор Федоров Борис Алексеевич, вăхăтлăх управляющий тивĕçĕсене пурнăçлакан Костылев Виталий Викторович)  - 700 пин тенкĕ парăм, Байрамов ЧП (Байрамов Шахин Гудбиддин Оглы) – 375 пин парăм,   «СУ -7» АУО (директор Ягин Сергей Николаевич, управляющий тивĕçĕсене  вăхăтлăх пурнăçлакан Удальцова Марина Федоровна) – парăм виçи – 271 пин тенкĕ пухăнса кайнине пĕлтернĕ. Пĕтĕмпе çак предприятисем муниципалитета 3,9 млн. тенкĕ парса татман. «Каламасăрах паллă, никамшăн та вăрттăнлăх мар, çĕр ыйтăвĕсене татса панă ĕçсенче коррупци те вăй илсе пырать. Эсир парăмçăсенчен суд урлă та шыраса илме ĕç хучĕсене тăратса пĕтернĕ.  Суд йĕрки паллă - вĕсем темиçе çул та ĕçе йĕркелесе пыма пултарĕç, анчах та сирĕн вара, пĕр тĕллев пулмалла – йĕркесĕрлĕхрен асăрханса, хăвăра шанса панă ĕçе таса чунпа, яваплăха туйса пурнăçламалла. Халăхăн ĕнси çинче ларакансене хуса яма тăрăшмалла», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  Александр Седов строительство енĕпе çыхăннă ыйтусене, çынсене авариллĕ çуртсенчен хăтарса, лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес программăна пурнăçласси пирки сăмах пуçарнă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче 2015-мĕш çулта пĕтĕмпе мĕнпур çăлкуçсенчен пухăннă укçа-тенкĕпе 8 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янине пĕлтернĕ. Кăтарту, паллах аванах мар, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 3 пин тăваткал метр сахалрах пулни сисĕнет. Муниципалитет кăçал вара 162 çемьене пурăнма юрăхсăра тухнă хваттерсенчен куçарма тĕллев лартнă, палăртнă тăрăх, 6,3 пин тăваткал метр çурт-йĕр çĕклесе лартасшăн, 2015-мĕш çулхипе илес пулсан 2 хут нумайрах. Михаил Игнатьев строительство пайĕнче çурт-йĕрсем сахал хăпартнăшăн пăшăрханнă, ыйтăва республика ертӳлĕхĕ çирĕп тĕрĕслевре тытса тăнине пĕлтернĕ. «Çамрăксем тăван кĕтесрех пурăнччĕр тесессĕн, вĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Патшалăх программисемпе тухăçлă ĕçлемелле, вĕсене вăхăтра кĕртсе пырассишĕн кашнин тăрăшмалла», - тесе çирĕп каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Администраци пуçлăхĕ 2015-мĕш çулта муниципалитет бюджетне 517,2 млн. тенкĕ тупăш кĕнине асăннă, харпăрхăй тупăшĕ вара 157,2 млн. тенкĕ пулнине пĕлтернĕ. Кăтарту, каллех лайăхах мар, 2014-мĕш çулхипе илес пулсан 2,4 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Республика Пуçлăхĕ ытларах муниципалитетăн пурлăхĕсемпе - çĕрпе эффективлă усă курма чĕнсе каланă, шăпах та вăл бюджета çăмăллăх кӳрессине асăннă. Тепĕр пысăк кăлтăк - муниципалитетра нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕшĕн халăхран пухмалли укçа-тенкĕн пайĕ пĕчĕк пулни сисĕнет. Пĕтĕмпе те мĕнпур укçа-тенкĕрен 57 процентне çеç пуçтарнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пухăннисем умĕнче ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма, укçана вăхăтра пухса памаллине каланă.  Енчен те çуртсене вăхăтра тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелемесен, вĕсем тепĕр10-20 çултанах юрăхсăра тухма пултарнине асăннă. Нумай ачаллă çемьесене çĕрсемпе тивĕçтерес ĕç те кирлĕ пек шайра пулса пыманни сисĕнет. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина бюджет ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, предприятисенче ĕçлекенсене ертӳçĕсем конвертпа ĕç укçине тивĕçтернĕ тĕслĕхсене тупса палăртнине асăннă, бюджета сиен кӳнине каланă. Пухăннисем вырăнти муниципалитетра ĕçлекенсен шучĕ пысăк пулни пирки сăмах пуçарнă. Кашни специалистăн пысăк квалификациллĕ пулмалла, тивĕçлисен çеç администрацинче ĕçлемеллине асăрхаттарса хăварнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова вак тата вăтам предпринимательлĕх ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă.   Халăх Нумай функциллĕ центр пулăшăвĕпе лайăх усă курнине, вĕсен шучĕ 2015-мĕш çулта 13,4 пинпе танлашнине асăннă. Михаил Игнатьев администрацийĕнчи кафе ĕçĕпе те кăсăкланнă, учрежденире хамăр республикăра тирпейлесе кăларакан таварсем пулманнишĕн пăшăрханса каланă, ĕç-пуçа тӳрлетме хушнă. Пирĕн таварсем çын сывлăхĕшĕн те усăллă, экологи енчен паха. Канашлу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ефимов, Юрий Кислов, Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева тухса калаçнă. Ĕçе пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев Улатăр халăхне курăмлă ĕçленĕшĕн тав тунă, яваплăха туйса ĕçлекен предприятисене ырласа хăварнă. «Яланах лайăх ĕçлĕр. Ытти ĕçтешсем сирĕнтен тĕслĕх илсе вĕренччĕ», - тесе каланă пуçаруллă предпринимательсене. Чăваш Ен Правительстви хăй çине илнĕ пур ĕçе те туллин пурнăçлать. Бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçи  тивĕçлĕ шайра. Палăртма кăмăллă, пĕлтĕрхи çул ĕç укçин шайĕ 3 процента çити ӳснĕ. Тĕлли-паллисĕр укçа-тенкĕпе тăкакланмалла мар. Ĕçе пĕлсе çирĕп йĕркелесе пыма хушнă вырăнти ертӳлĕхе. Ветерансене, шкулта вĕрентекенсене çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре витĕм кӳме сĕннĕ. Халăхăн пуян йăли-йĕркине вĕрентсе пыма, ĕçе мĕн ачаран хăнăхтарма пурне те чĕнсе каланă республика Ертӳçи. «Кăçалхи çул Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă, ăнсăртран мар, ĕç çыннине хисеплемелле. Чăваш Енре ырă халăх пурăнать, вĕсем пĕр-пĕринпе пурте туслă. Пуласлăхра пире тепĕр ĕç - суйлав кĕтет. Хыпарсене çынсене тĕрĕс тата вăхăтра илсе çитерсе памалла. РФ Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тивĕçлĕ депутатсене халăхăн суйлама пĕлмелле», - тесе каланă регион Ертӳçи. Канашлу вĕçленес умĕн, ĕçре палăрнисене патшалăх наградисене парса хисеп тунă, пултаруллă çамрăксене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнисене, свидетельствăпа хавхалантарнă. Тĕплĕнрех

 

 



19 февраля 2016
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter