Улатăр районĕнче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе çĕнĕ тĕллевсем палăртас ĕçе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çулçӳревре Улатăр районĕнче пулнă, вырăнти депутатсен Пухăвĕн анлă ларăвне хутшăннă, муниципалитетăн пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, кăçалхи тĕллевсене сӳтсе явнă. Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Романов кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа тухса калаçнă, пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. 2015-мĕш çулта муниципалитет бюджетне 275,9 млн тенкĕ тупăш кĕнĕ, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 0,1 процент ӳснĕ. Ял хуçалăх пайĕ ăнăçлă ĕçлет, тавар калăпăшĕ ӳсни куçкĕретех. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне 4 пин га кĕртнĕ, акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕ пĕтĕмпе муниципалитетăн 28,9 пин гектар, 2014-мĕш çулпа танлаштарсан 148%. Ял хуçалăх валли тĕрлĕ техника туянас ĕç те лайăх пулса пырать. Пĕтĕмпе 10 ед. илнĕ, 6,5 млн. тенкĕлĕх тăкакланнă. Районта строительство валли кирпĕч калăплакан предприяти ĕçне кӳлĕннĕ. Николай Романов пĕлтĕрхи çул нумай ачаллă 20 çемьене Чăваш Республикин саккунне тĕпе хурса, çĕрсемпе тӳлевсĕр тивĕçтернине пĕлтернĕ.  Çынсене авариллĕ çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ĕç курăмлă. Пĕлтĕр пурĕ 32 хваттер хута янă, 51 çынна тивĕçтернĕ. Тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарнă, ку енĕпе те ĕç-пуç аван, пĕтĕмпе 77 ача учĕтра тăрать. Михаил Игнатьев муниципалитет пуласлăхĕ пирки кăсăкланнă. Вырăнти ертӳçĕ хăйĕн сăмахĕнче районта 5 çул хушшинче пĕтĕмпе 2,6 млрд.тенкĕлĕх инвестици явăçтарнине, çитес 5 çул валли тата та 3,5 млрд тенкĕлĕх инвестици хывма тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  Ĕç укçин виçи пирки сăмах пуçарнă май, ăна ӳстерме сĕннĕ пуçлăхсем. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ пĕтĕмпе те 16 процент çеç пулнине асăннă. Ку енĕпе çивĕчрех пулма чĕнсе каланă, пурлăхсемпе тухăçлă ĕçлеме хушнă. Районта предпринимательсемпе организацисен ертӳçисем халăха чи пĕчĕк укçа виçпе тивĕçтерни курăнать. Çитменлăхе вăхăтра пĕтерме хушнă министр. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова хăйĕн докладĕнче муниципалитет ытти районсемпе хуласен хушшинче епле ĕçлесе пынин ĕç кăтарăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Çитĕнӳсем пысăк пулнине асăннă. Районта вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси çине ытларах тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Ларура ытти фоициаллă çынсем те хухса калаçнă, вĕсем: Чăваш Республикин патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Николай Ефремов, Юрий Кислов, районăн информаци ушкăнĕн ертӳçи – Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсемпе ыйтти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев.  Республика Пуçлăхĕ ытларах патшалăх енчен халăха тивĕçтерекен пулăшусем пирки чарăнса тăнă. Регион бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине, республикăра инфратытăм вăйлă аталаннине, ялсем курăмлăн ӳссе пынине, вĕренӳ тата сывлăх пайĕнче ырă улшăнусем пулса иртнине каланă, малашне те Улатăр çыннисемпе пĕрле тăрăшма, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа саккуна пăхăнса ĕçлеме шантарнă. Яланхиллех канашлу вĕçленес умĕн ĕçре хастарлăхпа палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă, пултаруллă яш-кĕрĕме, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнисене, свидетельство парса хисеп тунă. Улатăр районĕнче Михаил Игнатьев ĕç династийĕсемпе тĕл пулнă. Вăрман хуалăхĕнче вăй хунă Прошенковсем (Марушинсем) хăйсем пирки каласа кăтартнă. Вĕсем 2008-мĕш çулта предприяти хута янă, халĕ унта 62 çын вăй хурать, йывăçран тĕрлĕ хатĕр калăплаççĕ. Патшалăх тивĕçтерекен пулăшусемпе кулленех усă курнине савăнса пĕлтернĕ регион Ертӳçине,  республикăра вак тата  вăтам предпринимательлĕхе аталантарас ĕçе Михаил Игнатьев, республика Правительстви пысăк тимлĕх уйăрнăшăн вĕсене тав сăмахĕсем каланă. Паллах,  «çавра сĕтел» мелĕпе ирттернĕ калаçăва хутшăннисем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тавра та сăмах пуçарнă. Халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси, çул-йĕр ыйтăвĕсене хускатнă.  Улатăр районĕн администраци пуçлăхĕ Николай Романов регион Ертӳçине Чăваш Енре кăçалхи çула Ĕç çыннине халалланшăн, вĕсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тав тунă. Тĕплĕнрех



19 февраля 2016
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter