Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламланă


 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Федерацийĕн Президентĕнчен Владимир Путинран  Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ ячĕпе салам килсе çитнĕ. «Раççей яланах хăйĕн çарĕсемпе, йăла-йĕркипе, патриотизмпа, Тăван çĕршыва парăннипе ыттисенчен вăйлăрах пулнă. Пирĕн мăн асаттемĕрсен вилĕмсĕр паттăр ĕçĕсем ĕмĕрех чĕрере упранĕç, ăруран ăрăва куçса пырĕç.  Çаксем пĕтĕмпех çĕршывшăн парăнса çитĕнӳсем тума, пĕрлешсе ĕçлеме пулăшаççĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, ыррине çеç сунатăп», - тесе çырнă салам йĕркисенче.

Чăваш Ен Пуçлăхне Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă. «Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче эпир Тăван çĕршыва хӳтĕлеме хатĕр çынсене саламлатпăр. Тăван çĕршыва хӳтĕлесе паттăрла ĕçсем тунине асра тытса вĕсене аса илетпĕр.  Вĕсен паттăрлăхĕ – ыттисемшĕн ĕмĕрлĕхех çутă тĕслĕх пулса тăрĕ», - тесе çырнă хăйĕн саламĕнче.

Республика Пуçлăхне çакăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин та саламланă. Вăл хăйĕн саламĕнче çĕршывăн чиккисене, унăн никама пăхăнманлăхĕпе пĕрлĕхне яланах шанчăклă сыхласса шаннине,  çĕршыв тăнăçлăхне упраса хăварасси - кашнин  тивĕçĕ пулнине асăннă.



20 февраля 2016
07:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter