Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

 Уяв ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Ҫак паллӑ кун эпир Раҫҫейӗн мухтавлӑ салтакӗсен нумай-ну­май ӑрӑ­вӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемпе паттӑрлӑхне, хӑйсен пурнӑҫне яваплӑ та парха­тарлӑ тӗллеве – Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлессине, унӑн инте­ре­­сӗсене тата хӑ­руш­сӑр­лӑхне хӳтӗлессине халалланӑ ҫынсене тивӗҫлипе сума сӑват­пӑр. Вӗ­сен паттӑрлӑхне асра тытасси, ҫитӗнекен ӑрӑва хамӑр ҫӗршывӑн пат­тӑр­ла историйӗ ҫинчен тӗрӗссине каласа кӑтартасси, ҫамрӑксене патри­от­лӑха тата ветерансен умӗнче эпир пурте парӑмлӑ пулнине ӑша хывтарса пӑхса ҫитӗнтересси, – пирӗн гражданла тивӗҫ.

Чӑваш Енре ҫамрӑксене ҫарпа патриот воспитанийӗ парас, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсенче хӗсметре тӑма ӳт-пӳ тата кӑмӑл-си­петпе психологи тӗ­лӗшӗнчен хатӗрлесе ҫитерес ыйтусем ҫине тимлӗ пӑ­хаҫҫӗ.

Республикӑра волонтер юхӑмӗ анлӑ сарӑлнӑ. Чӑваш Енри шырав отрячӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хаяр тытӑҫусем пулса иртнӗ вырӑнсем таврашӗнче йӗркелекен экспедицисене кашни ҫулах хутшӑнаҫҫӗ, Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ юнлӑ ҫапӑҫусенче пуҫӗсене хунӑ паттӑр сал­­таксен ячӗсене тупса палӑртас тата ӗмӗрлӗхе асра тытас тӗлӗшпе питех те кирлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Пирӗн ҫамрӑксем ҫарпа патриот конкурсӗсемпе про­­екчӗсене хастарлӑн хутшӑнаҫҫӗ.

Спорт инфратытӑмне аталантарасси, яш-кӗрӗме спорта явӑҫтарасси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Ҫавна пула ҫара илекен яшсем хушшинче спорт мастерӗн е спорт мастерӗн кандидачӗн ятне тивӗҫнисен шучӗ юлашки ҫулсенче палӑрмаллах ӳсрӗ. Ҫам­рӑксене Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑ­шаллӑ Вӑйӗсене призывпа чӗнсе илмелли пла­на кашни ҫулах туллин пур­нӑҫланине ку енӗпе тӑвакан ӗҫ ту­хӑҫлӑхӗн кӑтартӑвӗ тесе шутлама пулать.

Тӑван ҫӗршыв малашне те шанчӑклӑ хӳтлӗхре пуласси пирки пӗрре те иккӗленместӗп. 

Пирӗн мирлӗ пурнӑҫа сыхлассипе ҫыхӑннӑ чыслӑ тивӗҫе пурнӑҫлакан мӗнпур ҫынна, ҫӗршыв суверенитетне тата ирӗклӗхне шанчӑклӑн хӳтӗ­лекенсене пурне те чӗререн тав тӑватӑп. Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл-туйӑм, ырлӑхпа тӑнӑҫлӑх тата малашлӑха ырӑ шанӑҫпа пӑхма сунатӑп!

 

 Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                                            М.Игнатьев



22 февраля 2016
06:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter