Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунне халалласа «Шупашкар – Арена» пăр керменĕнче Чăваш Ен Правительствин командипе Шупашкар хула администрацийĕн ушкăнĕ хоккейла вылянă

Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунне халалласа «Шупашкар – Арена» пăр керменĕнче Чăваш Ен Правительствин командипе Шупашкар хула администрацийĕн команди хоккейла вылянă.  Правительство ушкăнне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн  ертӳçи Владимир Димитриев хăйĕн сăмахĕнче çакăн пек илемлĕ пăр керменĕнче республикăра пурăнакансем çанталăка пăхмасăрах, спортăн тĕрлĕ енĕпе аталанма пултарнине асăннă. «Спорт ĕçре пулăшать. Çав тери паха кăмăл-туйăм парнелет», - тесе каланă Владимир Димитриев. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков вĕсен ушкăнĕ тăтăшах спорта тухнине, хăйсен сывлăхне çирĕплетнине каланă. Çакăн йышши ăмăртусем йăлана кĕрсе пынине палăртнă. «Уяв кунĕсене кашни çын хăйне евĕр ирттерет. Хоккей чăн-чăн арçынсен вăййи. Чăваш Ен Правительствин тата хула администрацийĕн командисем пурте спортпа питĕ туслă», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă хула администрацийĕн пуçлăхĕ. «Спорт – питĕ пысăк ĕç. Пурне те пĕрлештерсе тăракан вăй. Çакăн пек ăмăртусем пурнăçра энергине пухма пулăшаççĕ, тĕрĕс çул-йĕр çине тăма вĕрентеççĕ», - тесе каланă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Олег Мешков. Чăваш Республикин Спорт министрĕ Сергей Шелтуков республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем кулленех кашни эрнере хоккей, волейбол, теннис, футбол выляма çӳренине асăннă. Çуллахи вăхăтра ятарлă площадкăсенче спорт ăмăртăвĕсене ирттернине палăртса хăварнă. Ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн пĕрне-пĕри çывхарса килекен уяв ячĕпе саламланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорта хăй хутшăнса, ыттисене хавхалантарса ярать. çитĕнекен ăрăва спорта юратма вĕрентет. «Спортпа туслă çын ĕçре те тухăçлă ĕçлет. Спорт çынна йĕркене кĕртет, унăн çĕнтерес кăмăлне çирĕплетет, ушкăн хăватне туйма вĕрентет, ылă кăмăл-туйăм тата вăй-хал кӳрет», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



24 февраля 2016
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter