«Симĕс патруль» Пĕтĕм Раççейри общество организаци РФ субъекчĕсен ĕçĕсене пĕтĕмлетсе хăйĕн кулленхи рейтингне пичетленĕ, Чăваш Ен саккăрмĕш вырăна тухнă

Пĕтĕм Раççейри «Симĕс патруль» общество организацийĕ 2015 çул кăтартăвĕсене тишкерсе хатĕрленĕ РФ субъекчĕсен рейтингне пичетленĕ. Чăваш Республики ку рейтингра саккăрмĕш вырăн йышăннă тата «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен экологи рейтингĕн» ТОП10 списокне кĕнĕ. Ирĕклĕ рейтинга 2007 çултанпа хатĕрлеççĕ.Проекта пурнăçа кĕртнĕ чухне патшалăх пулăшăвĕн укçи-тенкипе, РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн грант пек уйăрнăскерпе, усă кураççĕ тата Пĕтĕм Раççейри «Наци сывлăхĕн лиги» общество организацийĕ ирттернĕ конкурс никĕсне тĕпе хураççĕ.

 

 



24 февраля 2016
07:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter