Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă канашлура Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешӳсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă

 


Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин  Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешӳсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă, çакăн пекех тепĕр ыйту - Тракторсем тăвакан завод пуласлăхĕ çинчен чарăнса тăнă. Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ, регионти ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисем чи актуаллă ыйтусене пăхса тухса тишкернĕ. Пухăннисем, бюджет, халăха ĕçпе тивĕçтерес, ял хуçалăхне, инфратытăма аталантарас, Раççей Президенчĕ çу уйăхĕнче кăларнă указсене пурнăçа кĕртсе пырасси пирки тĕплĕн канашланă. Çакăн пек ĕçлĕ тĕлпулăва йĕркелени - ертӳçĕсене йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене туххăмрах пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварма пулăшнине, халăх ыйтăвĕсене сӳтсе явма май панине асăннă Михаил Бабич. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тан лайăх аталанса пынине палăртнă. «Кулленех халăхпа тĕл пулса калаçни, кашни уйăхра Пĕрлĕхлĕ информаци кунне ирттерни, граждансене хапăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăнни – регионта пурăнакансене кăсăклантаракан ыйтусене çийĕнчех татса пама пулăшать», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Михаил Бабич Тракторсем кăларакан завод шăпипе çыхăннă ыйтупа та канашлу ирттернĕ. Завод Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, тарăн витĕм кӳнине асăннă. Паянхи куна предприятире пĕтĕмпе 8 пин çын вăй хурать. Вĕсен чăннипех те финанс тĕлĕшĕнчен çăмăлах мар лару-тăру. «Заводăн тавар калăпăшĕ 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан, 2,3 хут чакни вара пурне те пăшăрхантарать. Халăха ĕçрен хăтарас ыйту та çивĕч тăрать. Раççей Президенчĕ завода малашлăхра çирĕп аталантарса пыма кирлĕ пек мерăсем йышăнма, финанс тĕлĕшĕнчен те ыйтусене татса пама тĕрлĕ майсем шырама хушать», - тесе пĕлтернĕ Михаил Бабич. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче заводра 4,5 пин çын кĕскетнĕ ĕç кунĕпе ĕçленине асăннă. Чылайăшĕ кану тапхăрĕнче пулнине палăртнă. Квалификациллĕ специалистсемсĕр тăрса юлас хăрушлăх та пысăк пулнине пĕлтернĕ.  Раççей промышленноç тата суту-илӳ Министрĕн çумĕ Александр Морозов, Концерн ертӳлĕхĕпе Михаил Болотинпа тата республикăри влаç органĕсенче тăрăшакан ертӳçĕсемпе пĕр хуччен çеç мар йывăр лару-тăрăва сирсе ярасси пирки канашланă. Михаил Бабич тракторсем тăвакан завод ертӳлĕхĕн республикăра влаç органĕсенче тăрăшакансемпе  предприятине аталантарма тĕрлĕ çул-йĕрсем пăхса тухмаллине çирĕп каланă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич çапла каланă: «Тракторсем кăларакан завод шăпи пирки пĕрре мар калаçу хускатнă. Эпир шанатпăр, завод паха таварсем калăплама пултарасса. Финанс тĕлĕшĕнчен ыйтусене татса пама майсем тупмалла. Вĕсем калăплакан техникăсем оборона промышленноçĕнче, çул-йĕр хуçалăх пайĕнче, аграри тытăмĕнче  тата ытти отрасльте аванах кирлине туятпăр. Май килнĕ таран завода пулăшма тăрăшăпăр», - тенĕ вăл. Тĕплĕнрех

 



25 февраля 2016
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter