Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенче агропромышленноç комплексне кредитсемпе пулăшас, кăçал çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес ыйтусемпе Шупашкарта анлă лару иртнĕ

 


Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин  Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ ял хуçалăх Министрĕн çумĕ Александр Петриков, «Россельхозбанк» АО Правленийĕн Председателĕ Дмитрий Патрушев,  РФ Федераци Канашĕн аграри енĕпе ĕçлекен Комитетăн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитет председателĕн Пĕрремĕш çумĕ Айрат Хайруллин, регионсенчи патшалăх влаçĕн представителĕсем, тĕрлĕ банк тытăмĕнчи ертӳçĕсем тата ытти официаллă çынсем ĕçлĕ канашлăва Шупашкара пуçтарăннă. Атăлçи округне кĕрекен регионсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Палăртнă мероприятине Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин ведомствăсем хушшинчи комиссипе пĕрле йĕркеленĕ. Мероприятине уçнă май, Михаил Бабич пухăннисене саламланă , паянхи пурнăçра ял хуçалăх пайне аталанса пыма çав тери меллĕ вăхăт пулнине асăннă. Импорт таварсене илсе килме чарни, аграри тытăмĕшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине палăртнă. «2015-мĕш ĕç кăтартăвĕсене пăхас пулсан, ял хуçалăх çитĕнĕвĕсем куçкĕретех. Чылай предприятисем хăйсен тавар калăпăшне ӳстерсе пыни сисĕнет. Экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та, ял хуçалăх предприятийĕсем модернизациленессипе инвестици хываççĕ, импорт таварсенчен хăтăлас тесе производствăсене туллин ĕçлеттереççĕ», - тенĕ вăл. РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ тата çакна та палăртса хăварнă, экономика енчен йывăр тапхăрта та ял хуçалăх пайне пĕр тан патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернине, кун пек пулăшу экономикăн ытти секторне урăх ниçта та тивĕçтерменнине асăннă. «Хальхи вăхăтра ял хуçалăх тытăмне аталантарма кирлĕ пек условисем йĕркеленсе пыраççĕ. Патшалăх енчен пулăшу та самай куçать. Кăçал кăтарту ытти çулхисемпе танлаштарсан тата та пысăк пулни курăнать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Ларăва пухăннисем аграри пайне кредитсемпе пулăшас ыйтусене те сӳтсе явнă. Паянхи пурнăçра уйрăмах инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырас ĕçре кредит пулăшăвĕ пысăк витĕм кӳнине палăртнă ертӳçĕсем. Раççей Ял хуçалăх министерстви округра инвестициллĕ 125 проекта палăртса хунине пĕлтернĕ. Ку енĕпе ĕç-пуç малалла та лайăх пырать. Округри регионсенче инвестици хывас ĕçпе тимлĕн ĕçлесе пынине палăртнă. Кăçал тата та çĕнĕ 191 проект палăртса хунă. Округри регионсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме пĕтĕмпе 79,6 млрд. тенкĕ кирлине каланă. Ку палăртнă виçерен 40 млрд кредит пулăшăвĕ пуласси те паллă. Ларăва пухăннисем регионсенче Россельхозбанк тытăмĕпе килĕшсе ĕçленине асăннă. 2016-мĕн çулта банк кредитсен виçине пĕлтĕрхипе танлаштарсан 60 процент ытларах парса тивĕçтернине пĕлтернĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тавра та калаçу хускатнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Михаил Бабича Чăваш Республикинче çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Паянхи пурнăç таппишĕн ял хуçалăх уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ сектор пулса тăнине асăннă. «Малашне те ял хуçалăх пайне аталантарса пырасси Чăваш Республикин Правительствин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăрать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те ĕçлекенсемшĕн ыйту кун йĕркинчех», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енри АПК уйрăмлăхĕсем пирки чарăнса тăнă. Малашлăхра хăмла ӳстерсе çитĕнтересси те актуаллă тесе асăннă.  Пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, ял хуçалăх таварĕсен калăпăшĕ 44 млрд. тенĕ пулнине, производство индексĕ 107,9 процентпа танлашнине пĕлтернĕ.  Кăçал ял хуçалăх пайĕнче производство калăпăшĕ пĕлтĕрхинчен кая мар пулассине асăннă. Ялта пурăнакансемшĕн аграри пайĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Палăртма кăмăллă, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен шалу укçи 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан вăтамран 13 процент пысăкрах хăпарнă.  РФ Ял хуçалăх Министрĕн çумĕ Александр Петриков Атăлçи федераци округĕнче   ял хуçалăх пайĕ лайăх аталанса пыни стратегиллĕ пай пулса тăнине асăннă.   «Паян ĕçлес  темпа чакарма юрамасть.    Халăх ыйтăвне тишкерсе тухмалла. Тыр-пул акса çитĕнтересси çине тимлĕх уйăрмалла тата ытти ĕçсене те анлăн йĕркелемелле», - тенĕ Александр Петриков. Чи кирли - АПК инвестици илĕртӳлĕхне вăйлатса пырасси. Чăваш Енре хăмла лартса çитĕнтересси ыйту пирки те чарăнса тăнă. «Çак палăртнă тытăм та патшалăх пулăшăвне илме пултарать, енчен те вĕсен аталанас çул-йĕрĕн ятарлă программи пур пулсан. Ку культура регионшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине лайăх ăнланатпăр. Тавах, Сире, республика Правительствине çак ыйту çине тимлĕх уйăрнăшăн, федераци центрĕ пулăшу уйăрĕ республикăна», - тесе пĕлтернĕ Министр çумĕ Александр Петриков. «Россельхозбанк» АО Правленийĕн Председателĕ Дмитрий Патрушев, «Раççей Перекет банкĕ»  ПАО Управляющий директор -  вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Андрей Соколов Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенчи аграри пайне витĕм кӳрессипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ самантсем пирки чарăнса тăнă. Тĕплĕнрех



25 февраля 2016
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter