Чăваш Республикин профилактика комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев йĕркелесе ертсе пынă

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин профилактика комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев йĕркелесе ертсе пынă. Чăваш Республикинче йĕрке пăсассинчен асăрханса ирттернĕ мероприятисем пирки Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева тĕплĕн каласа кăтартнă. Йышăннă программăн ĕçĕсене пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен 2015-мĕш çулта 1297,7 пин тенкĕ уйăрнине асăннă, вĕсенчен 1197,7 пин тенкине тĕрлĕ мероприятисен ĕçне тăкакланине пĕлтернĕ. Пĕлтĕрхи çул йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ ӳсни сисĕнет,  13,8 процент. Тĕслĕхсем ытларах çынсен пурлăхне вăрланипе, пĕрне-пĕри çапса айăпланипе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче ытларах ачасемпе тĕллĕн ĕçленине асăннă министр хăйĕн докладĕнче. Пĕлтĕрхи çул 11649 яш-кĕрĕме, йывăр пурнăçра çитĕнекенсене, ĕçпе тивĕçтернĕ. Кăрлач уйăхĕнчен пуçласа раштав уйăхĕ таран пĕтĕмпе Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерстви сахал мар право пăснисенчен асăрханасси енĕпе ĕçсем йĕркеленĕ. Халăх дружинисем муниципалитетсенче лайăх ĕçленине палăртнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пĕтĕмпе 26 дружина, вĕсенче 431 çын вăй хурать. Республикăри районсемпе хуласенчи профилактика комиссийĕсен ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен юстици министрĕ Надежда Прокопьева тата Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствинче пай пуçлăхĕ пулса тăрăшакан Юрий Митрофанов  тĕплĕн каласа кăтартнă. Вĕсем палăртнă тăрăх, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар хулин Калинин районĕнче çӳлерех палăртнă ыйтупа çителĕксĕр ĕçленĕ. Ларăва пухăннисем обществăлла вырăнсенче йĕркене пăсассинчен йышăнмалли тĕрлĕ мерăсем пирки те сăмах хускатнă. Пĕтĕмпе республикăра 1608 видеокамера вырнаçтарнине асăннă, электронлă сăнавсем те çителĕклĕ пулнине, вĕсем çирĕп тĕрĕслесе тăнине каланă. Техника хатĕрĕсемпе пĕлтĕр 1113 тĕрлĕ информаци илнĕ, 18 преступлени уçса панă, 974-шне административлă майпа явап тыттарнине пĕлтернĕ.

 

 



26 февраля 2016
16:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter