Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн анлă ларăвĕ иртнĕ, муниципалитетăн пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, 2016-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă

 


Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн улттăмĕш анлă ларăвĕ иртнĕ, муниципалитетăн 2015-мĕш çул ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрне сӳтсе явнă, 2016-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă. Пухăннисем умĕнче Шупашкар хула пуçлăхĕ – Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн председателĕ Леонид Черкесов тата Чăваш Енĕн тĕп хулин администраци ертӳçи Алексей Ладыков тĕп докладсем тунă. Леонид Черкесов хăйĕн отчетĕнче 2012-мĕш çултан пуçласа пĕтĕмпе хулара ача сачĕсен 16 учрежденине тĕпрен реконструкциленине, шăпăрлансем валли садсенче 11 пин çĕнĕ вырăн хатĕрленнине пĕлтернĕ, 2015 çулта 400 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута янине асăннă. Юлашки 5 çул хушшинче Шупашкарта 5 спорт объекчĕ çĕкленнĕ, бассейнсем - 10, çурт-йĕр таврашне 70 процентне пĕтĕмпех тирпей-илем кĕртнĕ. Хула пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи çул Чăваш Республикин тĕп хулинче ирттернĕ чи пысăк мероприятисем пирки чарăнса тăнă. Вĕсем: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитни,  çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕ, «Шупашкар Арена» пăр керменне хута яни тата та нумай ытти мероприятисем. Пĕлтĕрхи çул муниципалитет бюджечĕ 8 млрд.408,3 млн. танлашнă, палăртса хунинчен 98,8 процент. Тăкаксен пайне 95,8 процент -  8 млрд. 567,5 млн.  Бюджета ытларах çĕрсемпе усă курнăшăн налуксене вăхăтра пуçтарса паманни сиен кӳнĕ. Депутатсем умне тухса тăракан чи çивĕч ыйту – бюджетăн тупăш пайне ӳстерессипе ĕçлесси. Шупашкар хула пуçлăхĕ бюджетăн тăкак пайне сахаллатас тĕлĕшпе 2016 çулта депутатсен пайне 10 процента çити пĕчĕклетме тĕллев лартнине асăннă, пĕлтĕрхи çул та вĕсен шучĕ самай пĕчĕкленнĕ. «Чи пысăк йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту – хулара 42 пин граждан предприятисемпе организацисенче суя ĕç хучĕпе тытăнса тăрать. Кăтарту та куç умĕнче бюджета 90 млн. тенкĕ çителĕксĕр укçа кĕнĕ. Кун пек ĕçлекен предприятисемпе организацисен ертӳçисене тупса палăртасси – приоритетлă ыйтусенчен пĕри», - тесе çирĕппĕн каланă хула пуçлăхĕ. Паян хулара пурăнакансене шалу укçин виçи пĕчĕк пулни, апат-çимĕç, эмелсен хакĕсем ӳссе пыни пăшăрхантарать. Коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн та хаксем пĕчĕкех мар.  «Паянхи пурнăç таппишĕн шкул ыйтăвĕ те питĕ актуаллă. «Çынсем çĕнĕ шкул хута яма ыйтаççĕ.  Пирĕн хамăрăн ĕçре граждансен сĕнĕвĕсене шута илмелле. Вĕсене валли кирлĕ пек пур условисене те йĕркелесе пама тăрăшмалла», - тесе каланă Леонид Черкесов. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков муниципалитетăн пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тавра калаçнă, пуласлăх валли тĕллевсене палăртнă. Ертӳçĕ хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи çул администраци çулталăка ăнăçлă вĕçленине асăннă. Чи пысăк пĕлтерĕшли - халăх йышĕ ӳссе пыни. Палăртма кăмăллă, 2015 çулта 2900 çын ытла çуралнă, 2014 çулхипе танлаштарсан 720 çын нумайрах. Хулара пурăнакансенчен 90 проценчĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене НФЦ «пĕр чӳрече» меслечĕпе илет. Бюджетăн парăмĕсем пирки калаçнă май, Михаил Игнатьев муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнăшăн тӳлемен парăм виçи  287 млн.тенкĕне çитнине асăннă. Алексей Ладыков хăйĕн докладĕнче çулталăк хушшинче парăмсене 11 процента çити чакарма май килнине пĕлтернĕ. Хулан производство ӳсĕмĕ чакни тракторсем кăларакан завод калăплакан таварсем пĕчĕк пулни те витĕм кӳнине палăртнă. «Хамăр тăрăхра калăпланакан таварсене ытларах сутсан, пысăк технологиллĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесен лару-тăрăва лайăх енне куçарма пулать. Палăртма кăмăллă, инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ», - тенĕ Алексей Ладыков. 2019-мĕш çулччен Шупашкарта 26 производство хута яма палăртнă. Ун чухне çынсене валли 2 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Халăх валли çурт-йĕр хăпартса лартни тĕп кăтартусенчен пĕри. Раççей шайĕнче Чăваш Енĕн тĕп хули ку енĕпе малта пыракансен шутĕнче. Пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса çынсене пĕтĕмпе пĕлтĕр 265 çĕнĕ хваттер панă. Кăçал социаллă программăсене тĕпе хурса тата та 372 хваттер çĕклесе лартма палăртнă. «2017 çул вĕçленнĕ тĕле пĕтĕмпе çĕнĕ хваттерсене 1664 çемьене куçармалла», - тенĕ Алексей Ладыков. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн халăхран пухăнакан пай пĕчĕкех мар пулнине, çынсем тӳрĕ кăмăлпах укçана тӳлесе пынине палăртнă, анчах та çĕнĕрен ӳссе пыракан пĕчĕк районсенче пурăнакансем сӳрĕкрех укçана пухнине пĕлтернĕ. Хулари автомашина çулĕсене тирпейлесе тăрас ыйтăва администраци çирĕп тĕрĕслевре тытать, кăçал ку енĕпе 224 млн.тенкĕлĕх юсав ĕçĕсене йĕркелеме тĕллев лартнă. «2016-2020-мĕш çулсенче халăх валли кану вырăнĕсене тата та ытларах, тавралăха тирпей-илем кĕртме сахал мар ĕç пăхса хăварнă. Проектсене йышăннă, ĕçе кĕртесси кăна юлнă», - тенĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ. Вĕренӳ пайĕпе çыхăннă ыйтусем тара сăмах пуçарнă май, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ илме шкула 50 пин ача çӳренине каланă. Хушма пĕлӳ илекенсен шучĕ  20 пин.   «Пирĕн шкул ачисем тăтăшах пысăк çитĕнӳсемпе Раççей шайĕнче палăраççĕ. ППЭ кăтартăвĕсем те çулран çул ӳссе пырать. Кăтарту куçкĕретех пысăк пулни савăнтарать. Кăçал хулара Гладкова урамĕнче çĕнĕ шкул хăпартса лартма, çитес çулсенче вара пĕчĕк районсенче Садовый тата Волжский-3 объектсене хута яма тĕллев лартнă. Шупашкарта спорта пысăк тимлĕх уйăрни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 2011-2015-мĕш çулсенче Чăваш Ен тĕп хулинче пĕтĕмпе спорт комплексĕсене 5 объект хута янă. Хулара çынсене велосипедпа ярăнма пĕлтĕр ятарлă çул уçнă. Пысăк ĕçсене йĕркелесе ирттерни спорта çӳрекенсен йышне ӳстерме май панă. «Хула халăхĕ ырă енне тăван тавралăх улшăнса пынине сисет. Вĕсен кăмăл-туйăмĕ те лайăх. Кăçал та приоритетлă ыйтусене туллин татса пама палăртатпăр, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕçлĕпĕр», -тенĕ вăл. Республикăри министерствăсен ертӳçисем хула кăтартăвĕсем пирки уйрăммăн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен Правительстви Шупашкар хулине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. «Эпир сирĕнтен ӳсĕмсем кĕтетпĕр. Муниципалитетăн бюджета тултарассипе çине тăрса ĕçлемелле. Сирĕн резервсем те пур, вĕсемпе ытларах усă курмалла», - тесе çирĕппĕн каланă Светлана Енилина. «Коррупцине хирĕç кĕрешессипе лайăх ĕçлетпĕр. Раççей шайĕнче пирĕн регион тухăçлă ĕçлекенсен шутĕнче. Финанспа пĕлсе усă курнине кура 1 млрд тенкĕ упрама пĕлни те пысăк çитĕнӳ. Сирĕн малашне те тухăçлăха чакарма юрамасть, çивĕчрех пулма тăрăшмалла», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Антонова вак тата вăтам предпринимательлĕх ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн калаçнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче регионта ача сачĕсене хута ярассипе программа туллин пурнăçланнине, пуласлăхра шкулсемпе те ĕçсем аван йĕркеленсе пырассине шанса каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлăва пухăннисен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Ытларах çынсене социаллă пулăшусемпе усă курмалли виçесем кăсăклантарнă. Депутатсене, ертӳçĕсене тата ытти категорири  граждансене пурне те уçăмлăн калаçнăшăн тав тунă. Предпринимательсене пуласлăхлă инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме, пысăк технологиллĕ производствăсене хута яма палăртнă çĕрсемпе туллин усă курма сĕннĕ. Ларăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула администраципе депутатсен корпусне пĕр-пĕринпе ăнланса, çитĕнӳсемпе ĕçленĕшĕн ырланă. Ĕçре палăрнисене канашлура патшалăх наградисене парса хисеп тунă. Хулари пултаруллă яш-кĕрĕме, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнисене, свидетельство парса хавхалантарнă. Çĕнĕ çул уявĕсене хатĕрленсе йĕркеленĕ ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, республикăри хуласем хушшинче Чăваш Енĕн тĕп хули пĕрремĕш вырăна тухнă, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн дипломне тивĕçнĕ. Тĕплĕнрех



26 февраля 2016
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter