Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе Андрей Александровпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе Андрей Александровпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем республикăри вĕрентӳ учрежденийĕсене экономика секторĕн тĕп пайĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеттерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. 2016-мĕш çулта пуш уйăхĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш пашалăх университетĕнче «çавра сĕтел» мелĕпе университет тата ĕçпе тивĕçтерекен, аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансене ĕçе вырнаçтарас ыйтусемпе уçă калаçу йĕркелеме палăртнине пĕлтернĕ  регион Ертӳçине Михаил Игнатьева Андрей Александров. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тема паянхи пурнăç таппишĕн уйрăмах питĕ актуаллă пулнине асăннă. «Аслă шкулсем регионти предприятисемпе пысăк производствăсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, вĕренсе тухакансем те тарăн пĕлӳ илни куçкĕретех. Республика электротехника енĕпе питĕ мăнаçлă. Строительство пайĕнче те çĕнĕ технологисене вăй илтерме тăрăшмалла. Паянхи бизнеса вĕрентӳ пайĕн тивĕçтермелле. çĕнĕрен те çĕнĕ пуçаруллă ĕçсем пулмалла, экономикăна аталанма витĕм кӳмелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Тĕплĕнрех

 



26 февраля 2016
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter