Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне 2016-мĕш çул валли  тухнă Çырăва пурнăçлама республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен Комплекслă ĕç планне йышăннă. Ĕç хучĕ социаллă политикăна тухăçлă тытса пыма, экономикăна вăйлатма, бюджета шайлаштарма пулăшĕ. Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме, халăха пахалăхлă медицина, вĕренӳ, ял тăрăхĕсенче культура учрежденийĕсене хута яма Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем умне  тĕллев лартнă. Чăваш Республикинче, енчен те çемьере виççĕмĕш пепке çуралсан, вĕсене патшалăх 100 пин парса пулăшупа тивĕçтерес ĕç те малалла пырать. Регионта тата та 50 ФАП  çĕклесе лартма палăртнă. 2016-мĕш çулта çĕнĕ 16 ФАП пулĕ, Шупашкарта икĕ поликлиника хута ярĕç. Улатăрта, Канашра, Çĕмĕрлере  культура çурчĕсене модернизацилеме, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан кинозалсем хута яма тĕллев лартнă. Ларăва пухăннисем ку хутĕнче Чăваш Республикин финанс министрĕн Светлана Енилинăн докладне итленĕ. Министр хăйсен тытăмĕн пĕлтĕрхи çулăн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем пирки чарăнса тăнă. Республикăн бюджетне министерство кирлĕ пек тивĕçлĕн пурнăçласа пынине асăннă, кризиса хирĕç кĕрешессипе те вăхăтра çирĕп мерăсем йышăнса хăварнине каланă. Налук пайĕнчи çĕнĕлĕхсем бюджета 256,8 млн. тенкĕлĕх тупăш кĕртме май панине асăннă. Республикăри районсене харпăрхăй бюджечĕсене шайлаштарма 2015-мĕш çулта финанс тĕлĕшĕнчен самай пулăшу куçарса панине, 2014 мĕш çулхипе танлаштарсан 176, 6 млн. тенкĕпе танлашнине пĕлтернĕ. Светлана Енилина тата çакна та палăртнă: Чăваш Республики хăйне финанс тĕлĕшĕнчен никама пăхăнманлăх мерăна кулленех ӳстерсе пынине асăннă. Регионăн харпăр хăй тупăшне пысăклатса пыни куçкĕретех. Пĕлтĕрхи çул республика бюджечĕн харпăрхăй тупăш пайĕ 65,8 процент чухлĕ пулнă, 2011-мĕш çулхипе танлаштарсан  çак кăтарту 5 процент пысăкрах. Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ кăçал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2,8 млрд. тенкĕлĕх сахалланнă. Республикăри районсемпе хуласенче тухăçлăрах ĕçлемелли мерăсем йышăнма каланă. «Патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри, паллă – чиновниксен шутне пĕчĕклетесси. Муниципалитет администрацийĕсенче ĕçлекенсен шутне чакармалла. Ытларах пысăк квалификациллĕ специалистсемпе ĕçлесси çине тимлĕх уйăрмалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн докладĕнче граждансене ишĕлекен çурт-йĕртен куçармалли программа пирки чарăнса тăнă. Министр 2016 мĕш çулта программăн виççĕмĕш тапхăрĕ пурнăçа кĕнине каланă, ăна валли 571,4 млн. палăртса хунине, вĕсенчен республика хыснинчен 167,3 млн. куçассине пĕлтернĕ. Республика бюджетĕнчен регион шайĕнчи çул-йĕрсем тирпейлесе тытса тăма 2016 çулта 147,9 млн. тенкĕ пăхса хăварнă, хула округĕсем валли 275 млн. тенкĕ йышăннă. Ял тăрăхĕсенчи çулсене юсама проектсем хатĕрлеме пĕтĕмпе кăçалхи çула 265 млн. тенкĕ тăкаклама палăртса хунă. Республика Пуçлăхĕ строительство ĕçĕсене пахалăх шайне çирĕп тĕрĕслесе тăма хушă министерствăсенче вăй хуракансене. Ял хуçалăх пайĕпе çыхăннă ыйтупа сăмах пуçарнă май, Михаил Игнатьев патшалăх тивĕçтерекен пулăшу нимĕн чухлĕ те чакманнине ырă хыпара каланă. Палăртнă тытăма приоритетлă тесе йышăнни куçкĕретех. Аграри пайне вăй илсе пыма питĕ меллĕ», - тенĕ вăл. Калăпăр, кăçалхи çул регионта выльăх-чĕрлĕхе самăртма  республика хыснинче 9 млн, вăрлăхсем туянма 29,4 млн. тенкĕ пăхса хăварнине каланă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕпе министр Алла Самойлова тĕплĕн чарăнса тăнă. Пĕтĕм ырă йышăнусене палăртса ĕçленине кура, 2015 çулта демографи лару-тăрăвĕ йĕркеллĕ, ача çураласлăхĕн шучĕ тăваттăмĕш çул пысăк пулнине пĕлтернĕ. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каякансен шучĕ сахалланса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх нумай çул пурăнни те куçкĕретех, ватăсем 70, 95 çултан та иртсен пурăнни вара пурне те хавхалантарать. Паянхи ларăва пухăннисем вĕрентӳ пайĕпе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

 



29 февраля 2016
15:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter