Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта ирттернĕ пурнăçшăн тăрăшмалла текен обществăлла форум ĕçне хутшăннă

 


Нарăс уйăхĕ 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта иртнĕ «Пурнăçшăн тăрăшмалла» текен обществăлла форум ĕçне хутшăннă. Пухăннисем сывлăха упрассипе çыхăннă ыйтусем тавра тĕплĕн канашланă. Паллă пулăма республикăри сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем, обществăлла организацисен представителĕсем, влаç органĕсенче тăрăшакансем, предпринимательлĕх пайĕнче ĕçлекенсем пуçтарăннă. Ертӳçĕсем халăх хушшинче анлă сарăлнă шыçă чирне тухăçлăрах сиплесси пирки ыйтусене пăхса тухнă. Республика Пуçăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта çак усал чир-чĕртен асăрханас тĕлĕшпе сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем сахал мар тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленине палăртнă. Халăха пĕрремĕш пулăшу парас, ял тăрăхĕсенче тата ытти сиплев учрежденийĕсенче çав тери пысăк ĕçсем йĕркеленине асăннă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Халăх медицина пулăшăвĕн пахалăх шайĕпе кăмăллă пулни те куçкĕретех. Çак ĕçсене малашне те тимлĕн йĕркелесе пымалли пирки каланă. Пирĕн çĕршывра мĕнпур чирĕсенчен чи анлă сарăлнисенчен пĕри шыçă чирĕ (халăхра ăна рак чирĕ) теççĕ.  Вăл виççĕмĕш вырăнта тăрать. Малашлăхра çак чир вăраха каяссине те тĕпчевçĕсем палăртни сисĕнет. «Федераци Атăлçи округĕнчи регионсем хушшинче, Чăваш Енре ракпа чирлисен шучĕ сахал. Çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çине çав тери пысăк тимлĕх уйăраççĕ медицина ĕçченĕсем», - тенĕ Михаил Игнатьев. 2015-мĕш çулта Республикăри онкологи диспансерăн çĕнĕрен çĕкленекен хирурги корпусĕн строительство ĕçне 431 млн. тăкакланине пĕлтернĕ. Пуласлăхра хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсене туянма тата  та 220 млн. тенкĕ куçарма палăртса хунă. «Пире пурсăмăра та юлашки çулсенче пулса иртекен пулăмсем канăçсĕрлетеççĕ. Рак чирĕсемпе вилекенсенчен нумайăшĕ ĕçлеме пултарнă патвар çынсем. Кăтартусене пăхас пулсан, чăтмалла мар йывăр çухату çемьесемшĕн», - тенĕ Михаил Игнатьев пăшăрханса. Чи пĕлтерĕшли – рак чирне чи малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртасси. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха ытларах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма, спортпа туслă пулма чĕнсе каланă. «Пирĕн сывлăх – хамăрăн алăра. Сывă пулассин 85 проценчĕ çынтан хăйĕнчен пĕтĕмпех килет, ытти 15 проценчĕ вара медицина ĕçченĕсенчен», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май регион ертӳçи Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн докладĕнче шыçă чирне маларахри тапхăрсенче тупса палăртассипе йĕркеленĕ мероприятисен ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарнă.  Министр çак чире ытларах çынсене диспансеризаци кăларнă чухне тупса палăртнине асăннă. Паянхи кун халăх хушшинче çынсен кăкăр шыççин чирĕ анлă сарăлнине пĕлтернĕ. Форумăн тĕп тĕллевĕ - ертӳçĕсен хăйсен предприятийĕсемпе организацисенче ĕçлекенсене диспансеризаци вăхăтра кăларттарасси. «Енчен те  хĕрарăмсен кăкăр шыççине  малтанхи тапхăртах тупса палăртсан, ăна сиплеме вăтамран 50 пине яхăн çеç тăкакланма тивĕ, анчах та вара рак вăраха кайсан 1,5 млн. тенкĕ те тăкакланасси паллă, - тенĕ министр хăйĕн сăмахĕнче. Хăрарăмсен сывлăхне пулăшу кӳрес ыр кăмăллăх фончĕн президенчĕ Оксана Молдованова патшалăхпа тачă çыхăнса ĕçлени пирки уйрăммăн чарăнса тăнă. Вăл республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Правительствăна палăртнă ыйтупа тухăçлă ĕçленĕшĕн пысăк тав сăмахĕсем каланă. Регионти Хăрарăмсен пĕрлешĕвĕн обществăлла организацийĕн председателĕ Ольга Зайцева, «Элита» АХП директорĕ Вера Морозова хăйсен организацийĕсем йĕркеленĕ ĕçсем пирки каласа кăтартнă.  Канашлăва пухăннисем пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашнă. Çак палăртнă мероприятине йĕркелеме пулăшнăшăн Михаил Игнатьева, республика Правительствине тата ытти ертӳçĕсене тав тунă. Тĕплĕнрех



29 февраля 2016
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter