Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕршыври чи пысăк предприятисенчен пĕринпе «Мир окон и дверей» компани ертӳçипе Виталий Ивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕршыври чи пысăк предприятисенчен пĕринпе «Мир окон и дверей»  компани ертӳçипе Виталий Ивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Палăртнă тĕлпулăва Чăваш Республикин экономика министрĕн  пĕрремĕш çумĕ Инна Антонова хутшăннă. Виталий Иванов регион Ертӳçине компанийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Калаçу вăхăтĕнче республикăра предпринимательлĕхе аталантарас ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев вак тата вăтам предпринимательлĕхе пысăк компанисемпе хутăшса ĕçлессине активлăрах явăçма чĕннĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен федераци корпорацийĕ хушшинчи килĕшĕве алă пусса çирĕплетни, предпринимательсемшĕн çав тери лайăх пулнине каланă. Патшалăх енчен тивĕçтерекен çĕнĕ пулăшу. Палăртнă программăпа килĕшӳллĕн, çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртес ĕçре РФ Тĕп банкĕ кредитсемпе витĕм кӳресси паллă. Нарăс уйăхĕн 25-26-мĕш кунĕсенче Мускавра Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче ĕç климатне аталантарас ыйтупа стратегиллĕ сесси иртнĕ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Правительстви предпринимательлхе аталантарас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрать, регионта ĕç климатне лайăхлатассипе анлăн ĕçлет. Юлашки çулсенче республикăра вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма пĕтĕмпе 1,5 млрд. тенкĕлĕх  патшалăх пулăшăвне панă.  Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 22 пине яхăн субъекчĕ патшалăх кӳрекен пулăшăвăн тĕрлĕ майĕпе усă курнă. Республикăра ĕçе пуçăнакан бизнесменсем вали 2 çуллăх «налук каникулĕсем» палăртнă. Пĕчĕк кредитсем уйăрса паракан тата поручительлĕхе гарантилекен тытăм ăнăçлă ĕçлет, вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен производство проекчĕсем тăрăх, оборудованине çĕнетме каякан тăкаксен пĕр пайне саплаштараççĕ. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици климачĕн тăрăмне палăртакан Наци рейтингĕнче  Чăваш Республики 9-мĕш вырăн йышăннă. Тĕплĕнрех 



29 февраля 2016
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter