Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн   29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе, федераци службисен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем ку хутĕнче кун йĕркине кĕртнĕ, регионта выльăх-чĕрлĕхсене уртаракан чирсенчен асăрханассипе çыхăннă ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă. Чăваш Республикин ветеринари патшалăх службин ертӳçи Сергей Скворцов хăйĕн докладĕнче выльăхсем ытларах уртаракан чирсемпе нарăс, пуш, ака уйăхĕсенче чирленине асăннă, чир-чĕртен сыхланас тĕллевпе час-часах профилактика ĕçĕсене йĕркеленине каланă. «Выльăхсене пурне те вакцинацилемелле. Кану кунĕсене пăхăнмасăрах, специалистсен хуçалăхсене çитсе килме тăрăшмалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Кăçалхи çул валли палăртнă вакцина кĕртмелли тапхăр ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçленмеллине пĕлтернĕ Сергей Скворцов.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва  специалистсене çирĕп тĕрĕслевре яланах тытма хушнă. «Кун пирки Патшалăх ветеринари службипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене пĕрле халăхсем патне тухса çӳренĕ самантсенче час-часах асăрхаттармалла.  Вакцинăна вăхăтра выльăхсене тумаллине, малашлăхра тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма май панине лайăх ăнлантармалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă майпа тивĕçтернĕ ĕç кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов тĕплĕн паллаштарнă. Пĕлтĕр тĕрлĕ пулăшусемпе 190 пин граждан усă курнине пĕлтернĕ министр. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Çĕрулми - 2016» регионсем хушшинчи 8-мĕш курава хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки чарăнса тăнă. Кăçал  мероприяти Шупашкарта пуш уйăхĕн 3-4-мĕш кунĕсенче «Контур» комплексра иртĕ. Паянхи кун тĕлне курава хутшăнма Раççейри 21 регионтан тата Белорусь Республикинчен килесси паллă. Вăл кунсенче наукăпа практика конференци ĕçĕсене палăртса хунă. Халăха пахалăхлă çĕрулмине туянма та меллĕ пулĕ, вăтамран вĕсен хакĕ 12 тенкĕрен пуçласа 30 тенкĕ таран пуласси паллă.  Михаил Игнатьев Шупашкарта ветерансене çĕрулмине килсене илсе çитерсе пама тăрăшмаллине, ку ĕçе администрацин çирĕп тĕрĕслевре тытса йĕркелесе пымаллине каланă. «Мероприяти пуриншĕн те чăн-чăн уяв пулмалла, сутуçăсемшĕн те туянакансемшĕн те», - тенĕ Михаил Игнатьев. Канашлура ытти ыйтусене те тишкернĕ, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



29 февраля 2016
11:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter