Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри протезпа ортопеди предприятийĕн директорĕпе Юрий Ефиркинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри протезпа ортопеди предприятийĕн директорĕпе Юрий Ефиркинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хутшăннă. Юрий Ефиркин регион Ертӳçине предприятийĕн тĕп кăтартăвĕсем пирки каласа панă. Пĕтĕмлетӳ ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, предприяти пĕр тикĕс лайăх аталанса пыни сисĕнет. Сусăрланнă çынсене пĕтĕмпе 15 çул хушшинче предприяти  600 млн. тенкĕлĕх таварсемпе тивĕçтернине асăннă. Организацире тăрăшакансем кулленех çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пырассипе çине тăрсах ĕçленине пĕлтернĕ. Сăмаха май, ертӳçĕ Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева предприятине аталанса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче пĕтĕмпе регионта 87 пин инвалид пурăннине асăннă. Пурĕ пĕлтĕрхи çул сусăрланнă çынсене тĕрлĕ хатĕрсем туянма республика бюджетĕнчен 2 млн. ытла уйăрса хăварнине палăртнă. Чăваш Енри министерство Федерацин ĕçлев министерствипе тачă çыхăнса ĕçленине кура, республикăна федераци хыснинчен укçа-тенкĕ вăхăтра тата кирлĕ пек шайра куçса пынине уйрăммăн палăртса хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Палăртнă пулăшуран, Чăваш Енри протезпа ортопеди предприятине 2015-мĕш çулта 134 млн. куçарнă. Кăтарту ытти чухнехипе танлаштарсан икĕ хут пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Республикăри районсемпе хуласенче пурăнакан сусăр çынсене вăхăтра медицина хатĕрĕсене килсене илсе çитерсе панă. «Предприяти паянхи пурнăç таппипе тӳр килсе ĕçлет. Пахалăхлă медицина хатĕрĕсене калăплани те куçкĕретех», - тесе ырласа хăварнă Михаил Игнатьев. Паянхи куна инвалидсене ĕçпе тивĕçтересси те кирлĕ пек пурнăçланса пырать. Вĕсен ĕç вырăнĕсене предприятисемпе организацисенче пĕтĕмпех лайăх йĕркеленĕ, хăйсене кăмăла каякан ĕçе пурнăçлама пур условисем те çителĕклĕ регионта. Раççей шайĕнчи ытти регионсемпе танлаштарсан, ĕç кăтартăвĕпе чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан вунă регион хушшинче Чăваш Республики, вăл çиччĕмĕш вырăнта. Тĕплĕнрех



03 февраля 2016
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter