Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин Налук службин Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕпе Марина Петровăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин Налук службин Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕпе  Марина Петровăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче налукпа çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, кăçалхи çул валли лартнă тĕллевсем пирки канашланă. Налуксене тӳрĕ кăмăлпа тӳлеменсем пирки те çивĕч калаçу хускатнă. «Лару-тăрăва пирĕн палăртса хумалла. Енчен те налуксем туллин пуçтарăнманлăх сисĕнсен, пирĕн тӳрех республика программисене пурнăçлас ĕçе çĕнĕрен пăхса тухма тивет. Çавăнпа та асăннă ыйтупа тĕплĕн ĕçлемелле», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Федерацин Налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче çăмăлах мар вăхăтра та кăçалхи çулшăн налуксене  пĕлтĕрхинчен кая мар пуçтарма палăртнине асăннă. Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хуласенче нарăс, пуш уйăхĕсенче муниципалитетсен социаллă пурнăçĕпе экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес ыйтупа ĕçлĕ канашлусем пулассине пĕлтернĕ, 2016-мĕш çул валли тĕллевсене палăртассине каланă. Шăпах та, çак мероприятисенче муниципалитетсенчи налук сферинче ĕçлекенсем хутшăнсан аван пулнă пулĕччĕ тесе палăртнă. Вăл вăхăтра ыйтусене тĕплĕн пăхса тухма питĕ меллĕ пулнине асăннă регион ертӳçи. Тĕплĕнрех



03 февраля 2016
16:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter