Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕпе Николай Николаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕпе, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти уйрăмĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçипе Николай Николаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем асăннă центр ĕç-хĕлĕ пирки тата халăха куллен кăсăклантаракан ыйтусем тавра тĕплĕн канашланă. Николай Николаев хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи çул центрта пĕтĕмпе 7 пин те 238 çынна операци тунипе пĕлтернĕ, кунсăр пуçне 7 пин те 400 пациента тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтернине каланă. Калас пулсан, 2009-мĕш çултан центр хута кайнăранпа пурĕ 38 пин çынна сипленме йышăннă. Вĕсенчен 14 пин те 500-шĕ Чăваш Енре пурăнакансем пулнă. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе халăхсене тивĕçтерни те куçкĕретех. Федераци центрне сипленме килекенсенчен 50 проценчĕ ĕçлеме пултаракан çынсем. Палăртма кăмăллă, паха медицина пулăшăвне кура, пациентсем вăхăтрах сывă пурнăç йĕркине таврăнаççĕ. Тата çакна та каласа хăвармалла, Центра сипленме килекенсем медицина страхованийĕн фонд шучĕпе медицина пулăшăвне илнĕ. Ку хутĕнче ертӳçĕсем 2016-мĕш çул валли лартнă тĕллевсем пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă. «Сирĕн ĕçе федераци шайĕнче пысăка хакланă. Куншăн Сире, Николай Станиславович пысăк тав тата центрта мĕнпур вăй хуракансене ырлатăп», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Николай Николаев Чăваш Ен Пуçлăхне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти уйрăмĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. «2015-мĕш çулта пурĕ Чăваш Енре пурăнакан 7 пин çын харпăрхăй ыйтăвĕсемпе обществăлла йышăну пӳлĕмне пынă, 35 процентне пурне те  вăхăтра кирлĕ пек хуравсемпе тивĕçтернĕ», - тесе каланă вăл. Ытларах паянхи халăха пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем, социаллă пулăшусем, çул-йĕр ыйтăвĕсем кăсăклантараççĕ. Пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле программăпа килĕшӳллĕн те сахал мар ĕç пурнăçланине палăртса хăварнă ертӳçĕсем. Республикăра пурăнакансем медицина пулăшăвĕн пахалăх шайĕпе кăмăллă пулни куçкĕретех. Ялсенче çынсене лайăх пурăнма кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ. Халăх влаçпа тĕл пулнă вăхăтра та пĕр хуччен çеç мар хăйсен кăмăлĕ ялта пурăнма пысăк пулни пирки хавхаланса пĕлтернĕ. «Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Çырура та пĕтĕмпех ыйтусене пур енлĕн çутатса панă. Малашне те Чăваш Ен çирĕппĕн аталанса пырасси никама та иккĕлентермест. Пур ыйтăва та туллин татса пама тăрăшăпăр. Паллах, татса паманнисем те пур, анчах вĕсене пурнăçа кĕртме уйрăм муниципалитетсенче хушма инвестици явăçтарассипе тăрăшмалла, пурпĕрех халăха пурăнма лайăх условисем йĕркелесе пама пурсăмăр та вăй хумалла», - тесе пĕтĕмлетнĕ калаçăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех 



03 февраля 2016
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter