Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсен шкул формипе çыхăннă ыйтупа йĕркеленĕ тĕплĕ калаçăва хутшăннă

 Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсене валли шкул формине йышăнса хăварассипе çыхăннă ыйтупа йĕркеленĕ тĕплĕ калаçăва хутшăннă. Палăртнă мероприяти Чăваш наци вулавăшĕнче иртнĕ, унта Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, çăмăл промышленноç предприятийĕнче вăй хуракан ертӳçĕсем тата ашшĕ-амăшĕсен комитет представителĕсем, шкул директорĕсем хутшăннă. Канашлăва уçнă май, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче регионта ачасене валли шкул формине ĕçлессипе тĕрлĕ предприятисем тăрăшнине асăннă. Республикăра калăпланса тухакан таварсем ют çĕршыврисенчен пĕрре те кая мар пулнине каланă. Таварсен пахалăхĕ куçкĕретех лайăх пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тата çакна та палăртса хăвармалла, шкулсене валли çĕленĕ кĕпе-тумтирсен хакĕсем те пысăк пулманни çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă министр. «Федераци Правительствин сайтĕнче регионти предприятисен таварĕсем пирки темĕн чухлĕ ырă хыпар вырнаçтарнă. Кăтарту, Раççей шайĕнче пирĕн патăрта калăпланса тухакан таварсем лайăх пулнине çирĕплетеççĕ», - тенĕ министр хăйĕн докладне малалла тăснă май. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра темиçешер çулсем каялла çăмăл проышленноç питĕ аванах аталанса пырайманнине палăртнă. Паян, вара кăмăллă, регионти пур предприяти те хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан таварсем тирпейлесе кăларать, халăх кăсăкланать, пахалăх енчен те çӳллĕ шайра таварсем пулни паллă.  Суту-илӳ рынокĕнче çăмăлах мар лару-тăрура та пирĕн регионти предприятисем ăнăçлăн çӳлелле çĕкленсе пыраççĕ. Паянхи пурнăçра предприятисемпе организацисен хăйсем патĕнче калăпланса тухакан таварсене регионта анчах мар, республика тулашне тăратма пикенмелле.  Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ  те çирĕппĕн каланă. Халăха хамăр патăрта калăпланакан таварсене ытларах сĕнме тăрăшмалла. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çынсем хăнăхса пыни сисĕнет, таварсене кăмăллани туйăнать.  Предприяти ертӳçисем шкулсене валли çĕленĕ ятарлă формăсем пирки презентаци хатĕрленĕ. Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашнă, кăмăл-йуйăм пирки пĕлнĕ. Шупашкарти 37№-лĕ шкулăн директорĕ  Римма Соснова хăйĕн сăмахĕнче регионта кадетсен юхăмĕ вăй илсе пынине асăннă. Кадет классĕсене вĕренме çӳрекенсем валли ятарлă форма çĕлеме сĕнет, паян ку ыйту шăпах та питĕ актуаллă пулнине палăртнă. Кунсăр пуçне çарпа патриотизм енĕпе çыхăннă спорт ăмăртăвĕсене çӳреме ятарлă форма пулсан та лайăх пулнă пулĕччĕ тесе хăварнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов производство ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллашма хăш-пĕр организацисемпе экскурси пирки калаçса килĕшни çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ. Паянхи тĕлпулу малашнехи ĕçре пысăк витĕм кӳрессине асăннă регион Ертӳçи. Предприяти ертӳçисене ачасене шкула çӳремелли кĕпе-тумтире çĕленĕ чухне малашне те технологисене пăхăнса пыма сĕннĕ. Канашлу вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ яш-кĕрĕме свидетельство парса хавхалантарнă. Палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре ачасене шкула çӳреме тата ытти кĕпе-тумтире çĕлекен предприятисем: «Кайсаров & ОВАС», «Аврора», «Элита»;  «Пике»,  «Чулочно-трикотажная фабрика»; «Яхтинг». Тĕплĕнрех



03 февраля 2016
15:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter