Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пике» ТМЯО çĕвĕ фабрикин генеральнăй директорĕпе Аркадий Ивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пике» ТМЯО çĕвĕ фабрикин генеральнăй директорĕпе Аркадий Ивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Аркадий Иванов предприяти паянхи куна ăнăçлă ĕçлесе пынине асăннă, организаци çынсем валли тĕрлĕ кĕпе-тумтир çĕленине каласа хăварнă. Кильте, уявсенче тăхăнма, канупа спорта тухмалли тĕрлĕ хатĕрсем чылай хатĕрленнине палăртнă. Кĕпе-тумтире пĕтĕмпех хальхи пурнăç таппипе тӳр килсе, çĕнĕ технологине пăхăнса çĕлени куçкĕретех. Ертӳлĕх предприятинче ĕçлекенсен йышне те çитес вăхăтра ӳстерме тĕллев лартнă. Шкул форми проект ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă, чи пахи, паллах, таварсене республика тулашне те ăсатни. Фабрика ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи çул предприяти пĕтĕмпе 160 млн. тенкĕлĕх тавар калăпланине каланă, процентпа танлаштарас пулсан, 125 процент калăпăша хăпартни те çакнах çирĕплетсе парать. Тупăш ӳсни те сисĕнет вăл 9,5 млн. тенкĕпе танлашать. Ку енĕпе те ӳсĕм пысăк, пĕлтĕрхи кăтартуран 6,6 хут нумайрах. Кăçалхи çул валли тĕллевсем лартнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев фабрикăра тăрăшакансене малашнехи ĕçре çитĕнӳсем суннă. «Сирĕн таварсене халăх ырлать. Пуласлăх предприятийĕн пысăк. Малашне те тухăçлă ĕçлесе çитĕнӳсем тума тăрăшмалла, çĕнĕ технологисене пăхăнса таварсене паянхи пурнăçпа килĕшсе калăпламалла», - тесе каланă регион Ертӳçи. Тĕплĕнрех



04 февраля 2016
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter