Чăваш Республикин Правительстви, Патшалăх Канашĕ, Прокуратурăпа Аслă суд командисем хушшинче волейбол выляссипе ăмăртусем иртнĕ

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарти «Спартак» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче «Туслăх Кубокĕ» ятпа волейбол выляссипе спорт ăмăртăвĕ иртнĕ. Мероприятине Чăваш Республикин Правительстви, Патшалăх Канашĕ, Прокуратурăпа Аслă суд хăйсен командисене йĕркелесе тăратнă. Чăваш Республикин Правительствине регион Ертӳçи Михаил Игнатьев ертсе пынă. Волейбола пуçтарăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев çакăн йышши мероприятисен хăйнеевĕрлĕхĕ пирки чарăнса тăнă. «Республика историйĕнче пĕрремĕш хут Прокуратура, Аслă суд, Патшалăх Канашĕпе, Чăваш Ен Правительствин командисем волейбол выляма пĕр площадкăна тухнă. Чăннипех те регион историне çак спорт вăййисем кĕрсе юлĕç. Çĕршыври чи спортпа туслă регионшăн, малашне те тĕнче шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене ирттерме ырă витĕм кӳрĕ», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов хăйĕн сăмахĕнче çак спорт ăмăртăвĕсем тата та ытларах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарнине асăннă. Волейбол выляссипе çак спорт ăмăртăвне йăлана кĕртсе хăварма сĕннĕ. Чăваш Республикин Прокурорĕ Сергей Легостаев тата Аслă суд Председателĕ Николай Порфирьев çак сăмахсене ырланă, мероприятисене малашне те хутшăнма хатĕр пулнине пĕлтернĕ.  Ăмăрту самантĕнче командăсем хушшинче волейбол выляссипе хĕрӳ кĕрешӳ пынă. Чăваш Республикин Прокурорĕ Сергей Легостаев хăйĕн сăмахĕнче, вĕсемшĕн Чăваш Ен Правительствин команди çав тери ăста спортсменсенчен йĕркеленĕ ушкăн пулнине каланă. «Кун пек хирĕç вылякан ăста спортсменсемпе пĕр площадкăна тухасси чăн-чăн хисеп. Вăйăсем тапхăрĕнче спортри ăсталăха та вĕренме пулать», - тесе палăртнă хăй шухăшне прокурор. Чăваш Ен Правительстви, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионăн спорт инфратытăмне, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тĕрлĕ условисем йĕркеленине те асăннă. Ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев паянхи ăмăрту юлташла турнир пулнине палăртнă. Кунта, паллах, чи пахи спорта хутшăнни. Спорт – пурсăмăра та пĕрлештерсе тăракан хăватлă вăй. Паян кунта пухăнса, ăмăртусене хутшăнса хамăр вăя çирĕплетрĕмĕр, кăмăл-туйăма тултартăмăр. Спорт пурсăмăра та пĕр чăмăра пухса пĕрлештернине туйрăмăр. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни пирĕн ĕçлес тухăçлăха ӳстерме пулăшать», - тесе каланă регион Ертӳçи, малашне те вăл Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тӳрĕ кăмăлпа тухăçлă ĕçлесе пыма витĕм кӳрет тенĕ сăмаха малалла тăснă май, спортпа çыхăннă ытти пуçаруллă ĕçсене те витĕм кӳме яланах хатĕр пулнине асăннă. Спорт сывлăха çирĕплетме май парать, малашне те хăйпе пĕрле спортăн ытти тĕсĕсене яланах хутшăнма чĕнсе каланă. Калăпăр, йĕлтĕрпе чупма, конькипе ярăнма тата ытти спорта çӳреме сĕннĕ.    Тĕплĕнрех



05 февраля 2016
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter