Çырăва хаклатпăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура иртнĕ 2015 çулта пурнăçланă ĕçсене пĕр хитрелетмесĕр тĕрĕс хак панă, пурнăçри çитменлĕхсене кăтартса малашне тумалли тĕллевсемпе чикĕсене палăртнă, вĕсене пурнăçламалли майсене те яр уççăн кăтартса панă.

Мана, хушма пĕлÿ парас енĕпе ĕçлекен педагог пулнă май, Çырури çак йĕркесем килĕшрĕç:        «... Ачасене хăйсене килĕшекен ĕçпе кăсăклантармалла, спорта, пултарулăха, обществăлла усăллă ĕçе явăçтармалла...» Михаил Игнатьев вĕренекен пурнăçĕнче хушма пĕлÿ пани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать. Хăвăрт улшăнакан саманара ачасене тĕрĕс те хăвăрт шухăшлама вĕрентмелле тенипе те эпĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕпе пĕр шухăшлă. «...Кунта ăс-тăна çирĕплетме, тĕслĕхрен, шахмăт тата шашкă вăййисем питĕ лайăх вĕрентеççĕ», - тенĕ Çырура.

Эпĕ Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта виççĕмĕш вĕренÿ çулĕ кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсене шашкăпа шахмăт вăййисене алла илме пулăшатăп. Шкулĕпе кашни тăваттăмĕш-пиллĕкмĕш вĕренекенех çак вăйăсемпе кăсăкланать. Шкулсенче малашне шашкă-шахмăт секцийĕсене чĕртсе тăратмалла тата малалла аталантармалла тенĕ шухăша ырлатăп. Пирĕн, вĕрентекенсен, ĕçлеме кăмăл пысăк. Анчах та асăннă вăйăсене аталантарма чи малтанах шкулсенче пурлăх никĕсне пуянлатассипе ĕçлемелле.

Хушма пĕлÿ илекенсен ăс-тăн çивĕчлĕхĕ аталанни куçкĕрет. Ÿсĕмсем те çук мар, районти ăмăртусенче те вĕсем малти вырăнсене йышăнма пуçларĕç. Умри чăрмавсене пĕтерсен, малашлăхра татах та витĕмлĕрех ÿсĕмсем тума майсем пулĕç.

П.ЕФИМОВ, Чăваш Сурăм сали. (Элĕк районĕ)



05 февраля 2016
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter