Элĕк районĕ: хастаррисем - конкурс çĕнтерÿçисем

Йăлана кĕнĕ тăрăх, «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕ çулсеренех çырăнтару тапхăрĕнче почтальонсем хушшинче район хаçатне çырăнтарассипе конкурс ирттерет. Кăçалхи çур çулшăн «Пурнăç çулĕпе» хаçата вăхăтра çырăнтарас, ăна çынсем патне илсе çитерес ĕçре почтальонсен тÿпи чăннипех те пысăк пулнине палăртма питĕ кăмăллă.

Иртнĕ кунсенче хаçат редакцийĕ конкурса пĕтĕмлетрĕ. Почтальонсем кăçалхи çур çулшăн район хаçатне ытларах çырăнтарас енĕпе лайăх ĕçленине палăртмалла. Иртнĕ çулхи пекех Тавăтри почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакан Валентина Агафонова малти вырăна тухрĕ. Вăл кăçал район хыпарçине 130 экземпляр çырăнтарнă. Ураскилтри Ольга Козлова та малтисен йышĕнче. Вăл пурĕ 100 экземпляр çырăнтарма пултарнă. Мăн Вылăри почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакан Надежда Алексеева пичет кăларăмне 99 экземпляр çырăнтарнă. Ехремкассинчи Анжелика Лисина иртнĕ çул та çĕнтерÿçĕсен йышне лекнине асăнса хăвармалла. Тăрăшуллă хĕрарăм кăçалхи çур çулта район хаçатне илсе тăма 90 çынна çырăнтарнă. Тенири Алина Иванова, Элĕкри Светлана Васильева, Юнтапари Клара Тимофеева 80 ытла экземпляр çырăнтарни те пĕлтерĕшлĕ.

Хастар та маттур почтальонсене редакцие хăнана чĕнтĕмĕр. Пултаруллăскерсене Тав хучĕпе тата парнесемпе чысларăмăр. «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕпе малашне те пĕрле ĕçлесчĕ, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртесчĕ.

Вера Морозова.



05 февраля 2016
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter