Ĕçе юратсан чыс та, хисеп те пулать

 

Пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн тăван чĕлхепе литературăна вĕрентме палăртнă тĕллевсенчен пĕри вăл – ик чěлхелěхе тата тěрлě халăх культури хушшинчи çыхăнăва аталантарса пырасси. Çакна шута илсе ĕнтĕ «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Сухайкасси тěп шкулĕ» муниципалитетăн бюджет вĕренÿ учрежденийĕнче нарăс уйăхěн 5-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Культурăсен хутшăнăвĕ» ăсталăх конкурсĕ тата Ĕç çынни çулталăкне халалланă «Уçă урок» фестивалĕ иртрĕ.

Ăсталăх ăмăртăвĕнче 7 учитель тупăшрě. Вěсем «Тăван ен, манăн шкул, манăн педагогикăри ěçěм» темăпа паллаштару карточкине, «Манăн чěлхе – манăн тěнче, манăн чун» темăпа хайланă эссене презентацилерěç, чěлхе урокěн материалěпе усă курса «Чăваш тата вырăс чěлхисем пěр-пěрне витěм кÿни», «Чăваш литератури урокěсенчи тěрлě халăх культурин вырăнě», «Тăван чěлхе урокěсенче калаçу этикетне тата хутшăну культурине тытса пырасси» темăсенчен пěрне суйласа илсе ăстаçă урокне (мастер-класс) ирттерчěç. «Культурăсен хутшăнăвĕ» конкурсăн çěнтерÿçи ятне Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Григорьева В.Н. тивěçрě. Александрова Е.М. (А.И. Миттов ячěллě Сиккасси вăтам шкулĕ) «Чи лайăх эссе» номинацире, Смолина С.Н. (Çеçпěл Мишши ячěллě Шăхасан вăтам шкулě) «Чи лайăх паллаштару карточки» номинацире, Фёдорова Л.А. (Атнаш тěп шкулě) «Ертÿçě (наставник) учитель» номинацире палăрчěç.

Фестивале те 7 вĕрентекен хутшăнчě. Вĕсем мультимеди презентацийĕпе усă курса хăйсен ĕçне творчествăллă хÿтĕлерĕç: педагогикăри тата методикăри çĕнĕ меслетсене тĕпе хурса тата тĕрлĕ культура çыхăнăвне шута илсе хатĕрленĕ урокăн тĕп тапхăрне методика енчен тишкерчěç, чăваш чĕлхине тата литературине вĕрентнĕ чух урокăн технологи картин кирлĕлĕхне, вырăнлăхне ăнлантарчĕç, тăван тата ытти халăх литературинче пĕр пек темăсемпе ыйтусем, шухăшсем пуррине тупса палăртрěç. Ачасем валли хатĕрленĕ презентацин содержанийĕ кашни вĕрентекенĕн хăйне евĕрлĕхĕпе, пуянлăхĕпе уйрăлса тăчĕ. Чи нумай балл пухса Сухайкасси тěп шкулěн вěрентекенě Иванова В.М. фестиваль çěнтерÿçи пулса тăчě. 2-мěш вырăна Осипова А.Д. (Чарпуç вăтам шкулě) тухрě, 3-мěшвырăна – Фёдорова И.П. (Энтроияль вăтам шкулě).

Ăс-хакăлпа чун сипетлĕхне, пулас ăрăва мĕн пĕчекрен ĕçе хăнăхтарса ÿстерессин кирлĕлĕхне чăваш тата ытти халăх литератури тĕслĕхĕсем урлă танлаштарса кăтартни конкурспа фестивалĕн тĕп шăнăрĕ пулса тăчĕ.

Фестивальпе конкурс хăни – Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий атте (Суранов), Канаш районĕнче çуралса ÿснĕскер, ачасемпе тата вĕрентекенсемпе «Телей – Турă аллинче, уççи – хамăр алăра» калаçу ирттерчĕ. Аслă Турă панă 10 ÿкĕт (заповедь) пĕлтерĕшне туллин, пурте ăнланмалла ансат чĕлхепе уçса пачĕ. «Эпир пурте пĕр-пĕринчен уйрăлса тăратпăр, анчах та пире пĕрлештерсе тăраканни вăл – Чун. Чунпа таса пулмалла, атте-аннене тав туса хисеплемелле, вăхăта усăллă ирттермелле, ĕçе юратмалла. Кашни хăйĕн ĕçне юратса тусан чыс та, хисеп те пулать», – вĕрентсе каларĕ Игнатий атте. Тĕл пулуачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те усăллă иртрĕ.

 

                                                                                                                            Е.И. Иванова

 

 

 

Канашский район Чувашской Республики



08 февраля 2016
07:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter