Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наука сферин ӗҫченӗсен кунĕ ячӗпе саламлани

Наука сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Наука – техника прогресне, экономика ӳсӗмне тата халӑхӑн ырлӑх-пурлӑхне ата­лантарса пыракан хӑватлӑ вӑй. Социаллӑ пурнӑҫпа эко­но­микӑри улшӑнусен ӑн­ӑ­ҫулӑхӗ ӑсчахсемпе тӗпчевҫӗсен пултарулӑхӗпе опытӗн­чен тата ҫи­рӗп тӗл­­левлӗ­хӗн­чен нумай килет.  

Хальхи условисенче наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ, малта пыракан наукӑпа техника ҫи­тӗнӗвӗсене тата чи ӑнӑҫлӑ технологисене ӗҫе кӗртекен экономика кӑна конку­рентлӑ пул­ма пултарать. Пирӗн тӗпчевҫӗсем туса ха­тӗрлекен ӗҫсенчен чылайӑшӗпе пур­нӑҫ­ра анлӑн усӑ курни савӑн­тарать. Инновацисене аталантарас енӗпе республика паян  малти ретри регионсен йышне кӗрет. Республикӑри кашни пиллӗкмӗш предприяти ҫӗ­нӗ йыш­ши тавар туса кӑларать.

Пирӗн ӑсчахсен пуҫарӑвӗсемпе проекчӗсем наука пӗрлӗхӗ хушшинче лайӑх хак илеҫҫӗ тата вӗсене патшалӑх та пулӑшу кӳрет. Кашни ҫу­лах пирӗн тӗп­чев­ҫӗ­сем наука тата техника енӗпе палӑртнӑ патшалӑх пре­мийӗсене тивӗҫеҫҫӗ, регионти тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен ҫӗн­терӳҫисем пулса тӑраҫҫӗ.

Паян ӑсчахсен умӗнче Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн инноваципе технологи вӑй-хӑ­ват­не ӳс­термелли тарӑн шайри тата практикӑра усӑ куракан тӗп­чевсене аталантарас тӗллевсем тӑраҫҫӗ. Импорта улӑштарассине шута илсе ха­лӑх ыйтнине тивӗҫтерме хамӑр ҫӗр­шыври тавар производствин ҫӗ­нӗ техноло­ги­йӗсене туса ха­тӗрлеме кирли палӑрать.

Сирӗн талантӑрпа пултаруллӑ ӗҫӗр ӳлӗм те малалла аталанма пулӑшакан паха пуянлӑх пуласса шанса тӑратӑп.

Сире  ҫӗнӗ открытисем, пысӑк ҫитӗнӳсем тата ӑнӑҫусем сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                 М.Игнатьев



08 февраля 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter