Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейре Кино çулталăкĕ, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв мероприятине хутшăннă

Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейре Кино çулталăкĕ, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв мероприятине хутшăннă. Чи малтанах Михаил Игнатьев торжествăлла мероприяти пуçланиччен уява хатĕрлесе тăратнă тĕрлĕ куравсене пăхса çаврăннă.  Мĕн ĕмĕртен Раççей халăхне Тăван çĕршыва юратни пĕрлештерсе тăнине асăннă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пирĕн асаттесем, мăн асаттемĕрсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пире пурнăç парнелессишĕн кĕрешнĕ. Ăнсăртран мар, кăçалхи çула Кино çулталăкĕ тесе, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ теме йышăннă. Патшалăх историйĕнче кашни ĕç çыннин пархатарлă тивлечĕ тăван çĕре, тăван халăхăмăра, çывăх çыннамăрсемшĕн пурнăçланнине асăнса хăварнă регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çынăн ăраскалĕ, шăпи Раççей киновĕсенче чи пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. «Паян пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – çитĕнекен ăрăва ĕç çыннине сума сунма, унăн пархатарлă ĕçне ăша хывса пурăнма вĕрентесси. Тăван çĕршывăмăра, тус-юлташсене хисеплеме, вĕсемшĕн чунтан тăрăшса вĕренме, ĕçлеме пулăшасси», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Раççей Халăх артисчĕ Николай Бурляев кинорежиссер Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл пилленине, Раççей Культура министерствин, Раççей кинематографи Пĕрлешĕвĕн Никита Михалковăн, Раççей ГКЧС министрĕн Владимир Пучковăн Тав çырăвĕсене вуласа панă. Николай Бурянов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Правительствине Кино çулталăкне Ĕç çыннин çулталăкĕпе пĕрлештернине ыраланă. Киношăн ĕç çынни пысăк вырăн йышăннине асăннă. Сăмаха май, паллă Халăх артисчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕпе ХХ-мĕш ĕмĕрти пысăк артист Етĕрне районĕнче çуралса ӳснĕ Николай Мордвинова асăнса ĕмĕрлĕх паллине йышăнса хăварасси пирки калаçса килĕшни çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ. «Чувашрессовпроф» Чăваш Енри пĕрлешĕвĕн председателĕ Анатлоий Коршунов хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнине хапăл тусах йышăннине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинчи суту-илӳпе промышленноç палатин Президенчĕ Игорь Кустарин та уява пухăннисене ăшшăн саламланă. Савăнăçлă мероприяти вăхăтĕнче хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене, çамрăксене чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме пултарнисене свидетельство парса хавхалантарнă. Ĕç династийĕсене ырласа  уйрăммăн палăртнă, наградăсем парса чысланă. Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн, Елчĕк районĕнчи «Прогресс» АХО тĕп экономисчĕ  Валентина Миллина вĕсен ĕç династийĕ 1930-мĕш çултан пуçланнине каланă, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 661 çул пулнине пĕлтернĕ. «Таса чунпа, тӳрĕ кăмăлпа хамăра шанса панă ĕçе пурнăçлани – кăмăла ирĕке ярать. Ялта пурăнакансем, Ĕç çыннин çулталăкне хапăл тусах йышăнтăмăр. Пире малашне те ĕçлеме вăй-хал кӳрет. Чăваш Республикин ертӳлĕхне куншăн тав тăватпăр, ĕç çыннине хисеплеме вĕрентнĕшĕн ырлатпăр.  Ялти халăха пурăнма пур услови те йĕркелесе панăшăн, социаллă пулăшусене ӳстерсе пынăшăн тав тăватпăр», - тесе каланă  вăл. Культура ĕçченĕсем малашне тата та наци кинематографийĕ çĕнĕ ӳсĕмпе ĕçлесе пырассине шанса каланă, çĕнĕ шая хăпарса пырассине пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех 



08 февраля 2016
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter