Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Паянхи канашлăва пухăннисем халăх гриппа чирлени пирки  ыйту тавра чарăнса тăнă. Асăннă ыйтупа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Богданова тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере çынсем гриппа нумай чирленĕ, ытти чухнехинчен 17,8 процента çити ӳснине каланă. 7-14 çулти ачасем - 11,6 процент ытти çулсенчи çынсем чирленисен тĕслĕхĕсем хăпарманнине асăннă, 14 çултисем вара 60,5 процента çити чирленине шута илнине пĕлтернĕ. ОРВИпе тата грипп чирĕсемпе республикăра ытларах Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарта, Тăвай районĕнче чирленине палăртса хăварнă. Республикăра грипп чирĕ анлă сарăлнăран, 6 шкула тата ача садĕнче пĕринче вăхăтлăха ачасене çӳреме чарнине асăннă. Республикăра палăртнă ыйтупа Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерстви хушма мерăсем йышăнса хăварнине те палăртнă. Сиплев учрежденийĕсенче ытларах койкăсем вырнаçтарнă, грипп тата ОРВИпе чирлисене тухтăрсем уйрăм йĕркепе йышăннă, çынсем патне килсене тухса çӳреме тăрăшнă, аптекăсенче эмелсене те çирĕп тĕрĕслесе тăнă. Пĕр сăмахпа каласан, чирлисене сипленме пур условисем те çителĕклĕ таран йĕркелесе тăратнине асăннă Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан. Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская хăйĕн докладĕнче кашни эрнере çынсем чирлени пирки мониторинг хатĕрленине асăннă, ĕçпе тивĕçтерекенсемпе те тачă çыхăнура пулнине пĕлтернĕ. Кашни ир ĕç вырăнĕсене тĕплĕн тирпейлемеллине, пур услови те кирлĕ пек шайра пулмалли пирки асăрхаттарсах тăнине каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва регионта çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Ытларах пĕчĕк ачасене, çие юлнă хĕрарăмсене, ватăсене пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ. «Кашни çын харпăр хăй сывлăхĕшĕн, паллах, яваплă. Медицина ĕçченĕсем каланине ăша хывма тăрăшмалла», - тенĕ регион ертӳçи калаçăва малалла тăснă май. Шкул темипе çыхăннă ыйтупа Чăваш Енри вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн каласа хăварнă.  Министр хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре 2011-2013-мĕш çулсенче вĕренӳ пайне модернизацилес программа лайăх пурнăçланнă пирки асăннă. Шкул çулне çитменнисем валли те учрежденисене 2011-2015-мĕш çулсенче тĕпрен пĕтĕмпех çĕнетсе пурнăçа кĕртнине каланă. Объектсенче пурлăхпа техника базине пуянлатнă, вулавăшсем кĕнекесемпе тулнă. Шкулта ĕçлекенсен те ĕç укçи самай ӳсни пурне те хавхалантарать. Палăртнă ыйтăва татса пама 2011-2013-мĕш çулсенче пĕтĕмпе 1 млрд.808 млн.тăкакланă. Регионти шкул çулне çитмен ачасене валли учрежденисен ĕçне 2011-2015-мĕш çулсенче пĕтĕмпе 3684,5 млн. тенкĕ уйăрнă. Ачасене валли 21530 çĕнĕ вырăн хатĕрленĕ, 45 ача сачĕ хута янă. Хальхи вăхăтра 2016-2025-мĕш çулсем валли пĕтĕмĕшле вăтам шкулсене çĕнетессипе программа вăй илсе пырать. Вăл икĕ тапхăрпа пурнăçланĕ. Пĕрремĕш тапхăрĕнче 2018-мĕш çул тĕлне регионсенче ачасене виççĕмĕш сменăпа вĕрентессине пăрахăçлама тĕллев лартнă. Кунсăр пуçне ачасене вĕренме юрăхсăра тухнă çуртсене ишсе, вĕсен вырăнне çĕннине хăпартса лартма та палăртнă. Программăн иккĕмĕш тапхăрĕнче вара 2025-мĕш çул тĕлне пĕтĕмпех шкулсенче виççĕмĕш сменăна пĕтерме, палăртнă шкулсене çĕклесе лартма тĕллев лартнă.  Паянхи куна Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 469 шкула шута илнĕ, вĕсенче 125 пин те 440 ача вĕренет. 2022-мĕш çул тĕлне  шкулта вĕренекенсен хисепĕ 155 пине çитесси те куçкĕретех. Регионта ача çураласлăх вăтамран кашни çул 4 процента çити ӳссе пырать. Республикăра пĕтĕмпе юлашки 5 çул хушшинче 8 çĕнĕ шкул çĕклесе лартнă. 2016-2025-мĕш çулсенче республикăра пĕтĕмпе 32 шкула çĕнĕрен реконструкцилеме та хута яма палăртнă. Пĕрремĕш шкула кăçал Шупашкарта Гладкова урамĕнче хăпартса лартĕç. 2016-мĕш çулта федераци хыснинчен шкулсене валли 50 млрд .тенкĕ куçарса парасси те паллă. «Раççй Правительстви çирĕп йĕрке палăртнă. Федераци бюджетĕнчен укçана объектсене хута ярсан тин куçарса пама йышăннă. Шкул пире кирлĕ, ачасене те вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те. Паян пĕр тĕллев - инвесторсене çийĕнчех явăçтарса шкул ĕçне кӳлĕнесси. Паллах, саккуна та çирĕп пăхăнмалла», - тесе каланă Шупашкар хула ертӳлĕхне регион Пуçлăхĕ. Тата тепĕр пысăк ыйту – республикăри районсенче 67 шкулта ачасене хăй вăхăтĕнче урама туалета тухмалла тунă. Чăваш Ен Финанс министерствипе, Вĕренӳ министерствине асăннă ыйтăва 2016-2017-мĕш çулсенче пĕтĕмпех татса пама хушнă.  Ку хутĕнче Ĕç çыннин çулталăкĕн логотипĕ пирки те сăмах пуçарнă. Кăçал нарăс уйăхĕн 9-10-мĕш кунĕсенче Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин экономика енĕпе ĕçлекен Комитет ларăвĕ иртесси паллă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов Чăваш Енрен делегаци нарăс уйăхĕн 5-6-мш кунĕсенче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн 15-мĕш Съездне кайса килни пирки хыпара каласа кăтартнă. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче парти хушшинче  малтанласа палăртнă сасăлав пулассине асăннă. Çĕртме уйăхĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партирен хутшăнма кăмăл тунисен ятарлă списокĕ те паллă пулассине пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйлама кандидатсене çирĕплетессине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн членĕсене тăтăшах халăхпа тĕл пулса калаçма, вĕсен ыйтăвĕсене татса парассипе çине тăрсах ĕçлемеллине асăхаттарса хăварнă.



08 февраля 2016
14:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter