Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ. Ĕçе пухăннисем Чăваш Енри муниципалитетсенче усал çӳп-çапа пухса тирпейлессипе çыхăннă ыйтусем тавра канашланă. Чăваш Республикин çутçанталăкпа пурлăх министрĕ Сергей Павлов хăйĕн докладĕнче паянхи куна çӳп-çапа ятарлă палăртнă вырăнсене çеç илсе çитерме, тăкма ирĕк пуррине пĕлтернĕ. Палăртнă ыйтупа 2017-мĕш çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ятарлă саккун та вăя кĕрессине каланă. Чи малтан усал каяшсене сортировка витĕр кăлармаллине, унсăрăн полигона илсе тухма юраманнине асăннă. Çĕнĕ Шупашкарта ТБО хута яни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Палăртнă объекта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан çеç мар усал çӳпсене вырнаçтарма пулать, çавăн пекех çывăхри районсемпе хуласенчен те усал каяшсене тирпейлесе илсе пыма ирĕк пуррине асăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем тарифсем пирки те сăмах пуçарнă. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен пуçлăхĕсем Алексей Ладыковпа Олег Бирюков хăйсен сăмахĕсенче çӳп-çапа илсе тухнăшăн вăтамран пĕр çынран пухмалли хак 10 тенкĕ ӳснине палăртнă. Паянхи канашлура хускатнă ыйтусем çав тери актуаллă. Бизнес та питĕ тупăшлă ĕçлени куçкĕретех. Ĕçлес текенсен кăмăлĕ те пысăк. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен палăртнă ыйтупа питĕ тимлĕ ĕçлемеллине асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тавралăх тирпейлĕ пулни – экологи енчен çутçанталăка упрама пулăшать тата хамăр енне инвестици явăçтарма та меллĕ пулнине каланă канашлăва пухăннисем. Тата тепĕр пысăк ыйту - халăха кирлĕ пек ĕç укçипе тивĕçтересси. Пĕлтĕрхи кăтартусене илес пулсан, пĕтĕмпе ĕçлеме пултаракан, анчах та ĕçсĕр ларнă 162 пин çынна шута илнĕ. Ĕçе кирлĕ пек йĕркелемен, çынсене конвертсемпе ĕç укçине тивĕçтерни тĕслĕхсем сахал мар пулнă. Ку пек пăтăрмахсене çийĕнчех тупса палăртнă, явап тыттарнине каланă ертӳçĕсем. Паянхи куна ĕç укçине кирлĕ пек виçепе илменнине кура, вĕсем тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ. Енчен те ĕç кĕнекинче предприятисемпе организацисенче вăй хуни пирки нимĕнле йĕрке те çырса палăртман пулсан, ватлăхра пенсине тухмалли ĕç стажĕ 5 çул нумайланĕ. Паллах, çынсем  судсем урлă ыйтусене вырăнтан хускатма тăрăшаççĕ. Кунсăр пуçне тата халăх хăйне валли кредит та илеймест. Медицина страхованийĕпе те кăлтăксем тухнине каланă Сергей Димитриев министр. Республика Ертӳçи муниципалитетсенче йĕркеленĕ ĕç комиссийĕсем тухăçлă ĕçлеменнине палăртнă, хушма мерăсем йышăнма хушнă. «РФ Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырура та кун пирки çирĕп каланă. Çĕршыв экономикине пысăк сиен кӳнине асăннă. Ĕç укçипе тивĕçтерес ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илмелле, кăлтăксене тупса палăртсан явап тыттармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Мускавра «СКОЛКОВО» управлени шкулĕнче монохуласене аталантарассипе çыхăннă конференци кăрлач уйăхĕн 29-30-мĕш кунĕсенче  пулнине асăннă. Палăртнă мероприятине Раççей Экономика министерстви йĕркеленине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев монохуласенче çĕнĕ производствăсене хута яма паха проектсем йĕркелесе тăратма хушнă. Енчен те палăртса хунисем пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсен, халăх валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленессине асăннă. Раççей Президенчĕ ГТО пирки кăларнă Указа пурнăçа кĕртессипе йĕркеленĕ ĕçсем çинчен республикăри спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев тĕплĕн каласа кăтартнă. ГТО нормисене илме мĕнпур муниципалитетсенче ятарлă вырăнсем хатĕрлесе тăратнине палăртнă. Ытларах, паллах, физкультурăпа сывлăх çирĕплетекен спорт комплексĕсем тĕп базăсем пулнине асăннă.



08 февраля 2016
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter