Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭЛАРА» АУО йĕркелесе янăранпа 46 çул çитнĕ ятпа халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă

 Нарăс уйăхĕн 8-мĕшнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «ЭЛАРА» АУО йĕркелесе янăранпа  46 çул çитнĕ ятпа халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă. Унпа пĕрле  Чăваш Енĕн экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. Г.А. Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» АУО наука производстви çĕршыври авиаци пайĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ: Су, МиГ, Ту, нумай функциллĕ самолёт-амфибии Бе-200, вертолётсем фирм Камова тата Миля валли тĕрлĕ хатĕрсем калăплассипе ĕçлет. РФ Правительстви 2015-мĕш çулта чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче кăларнă йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, РФ Правительствин премине вĕсем тивĕçлĕ пулнă. Пахалăх енчен пысăк хак пани куçкĕретех. Коллектив умĕнче тухса калаçнă май, предприятийĕн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Углов  пĕлтĕрхи çулăн предприятийĕн çитĕнĕвĕсем пирки каласа панă,  хăйсем çине илнĕ пур ĕçе те туллин пурнăçланине, малашне те тата та пысăк предприятисемпе ĕçлеме килĕшӳсем тунине, çĕнĕ партнерсене явăçтарнине пĕлтернĕ.  «2015-мĕш çул организацишĕн лайăх çул пулчĕ. Ĕç укçин шайне те кирлĕ пек шайлаштарнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле предприяти ĕçченĕсене преми парса хавхалантарнă. Кăçалхи çул валли те заказсем çителĕклĕ», - тесе каланă. Андрей Углов республика Правительствине, регион ертӳлĕхне промышленноç предприятийĕсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. «Бизнес регионта активлă аталанса пытăр тесе Правительство сахал мар вăй хурать.  Чăннипех те, Чăваш Ен Пуçлăхĕн витĕмлĕхне кура, пирĕн предприяти çĕнĕрен те çĕнĕ заказсем илсе пырать. Çăмăлах мар тĕнчери лару-тăрура та, предприяти пĕр тан тăнăçлăн аталанса пырать», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Андрей Углов. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев завод курăмлă ĕçленине, кунта тăрăшакансен кăмăлĕ лайăх пулнине курса ĕненнĕ, вĕсен ĕçне пысăка хакланă. ««ЭЛАРА» АУО тĕп пуянлăхĕ - ĕçлекен çынсем. Кунта 4 пине яхăн çын вăй хурать. Паянхи çăмăлах мар экономикăра та хăвăра кирлĕ пек кăтартса пама пултартăр. Халăха ĕçрен хăтарнă тĕслĕхсем пулман. Куна тăрăшакансен ĕç укçин шайĕ куçкĕретех пысăк пулни, пурин кăмăлне те уçса ярать. Завод çĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрсах пырать, çĕнĕрен те çĕнĕ заказсем йышăнать. Сирĕн таварсем Раççейре анчах мар, ытти çĕршывсенче те анлă сарăлнă», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев тата Андрей Углов предприятире ĕçлесе чапа тухнисене, Раççей Федерацийĕн Промышленноçпа суту-илӳ министерствин Хисеп грамотисене парса чысланă. Ку хутĕнче çамрăксене вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнисене, свидетельствăпа хавхалантарнă. Михаил Игнатьев «ЭЛАРА» НПП ĕçченĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Пухăннисем Шупашкарти Мускав кĕперĕн строительство ĕçĕ çинчен, нумай ачаллă çемьесене пулăшусемпе тивĕçтерни пирки, шкул ыйтăвĕсем тавра сăмах пуçарнă. Халăх ыйтăвĕсене Михаил Игнатьевпа пĕрле Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хурав панă. Тĕплĕнрех

 



09 февраля 2016
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter