Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "çавра сĕтел" мелĕпе ирттернĕ уçă калаçăва хутшăннă

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "çавра сĕтел" мелĕпе ирттернĕ уçă калаçăва хутшăннă. Пухăннисем ытларах аслă шкулсенчи наука пайне республика экономикипе тачă çыхăнтарса ĕçлеттересси пирки ыйтăва хускатнă. Палăртнă мероприятинче Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. Сумлă хăнасем ĕçе кӳлĕниччен, чи малтан наукăри пысăк çитĕнӳсем пирки хатĕрлесе тăратнă курава пăхса çаврăннă. «Синтез наноматериалов кафедры прикладной физики и нанотехнологий» конструкторсен бюровĕн инженер-тĕпчевçĕ Алексей Васильев регион Ертӳçине хăйĕн тĕпчев ĕçĕпе паллаштарнă. «Полимерные покрытия» бюро членĕ Кристина Егорова  хăйĕн сăмахĕнче «У.М.Н.И.К.» программăра çĕнтерӳçĕ ята çĕнсе илни пирки ырă хыпара каласа кăтартнă. Вĕсем хатĕрленĕ проект ветеринари пайĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, ăна пурнăçа кĕртме 400 пин тенкĕ тивĕçнине асăннă. Çавра сĕтел калаçу вăхăтĕнче аслă шкулăн ректорĕ Андрей Александров Чăваш патшалăх университечĕ тĕпчев ĕçĕсене хутшăнса çитĕнӳсемпе палăрни пирки ытларах чарăнса тăнă. Иртнĕ çул Раççей наукин фончĕн грантне университет тивĕçлĕ пулнине пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн ятарлă стипендине университетра вĕренекен пиллĕк çамрăк илнине каланă. Паллах, çитĕнӳсем сахал мар. Паянхи куна университет малта пыракан промышленноç предприятийĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçлени куçкĕретех. «ВНИИР» директорсен канашĕн председателĕ, Академи Президенчĕ Года Нудельман хăйсен учрежденийĕн ĕç-хĕлĕ пирки каласа кăтартнă. Академи ăсчахсен актуаллă ыйтăвĕсене татса пама, пуçаруллă ĕçсене те пурнăçа кĕртме витĕм кӳнине палăртнă. Çамрăксен наука инфратытăмĕн ĕçĕпе Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлекен доцент Ольга Шумилова тĕплĕн чарăнса тăнă, çĕнĕ проектсем пирки ытларах каласа кăтартнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне тивĕçнĕ, хими кафедрин доценчĕ Михаил Беликов наукăри тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарнă. Строительство кафедрин тĕпчевçĕсен аслă специалисчĕ Татьяна Федорова хăйĕн докладĕнче кадрсем хатĕрлес ĕçре те наука тĕпчевĕсене йĕркелесе ирттерни пысăк витĕм кӳнине асăннă, строительство пайĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «БИРС» компанийĕн управляющийĕ, Шупашкарти Индустри паркĕн резиденчĕ Вадим Сироткин аслă шкулсенчи наука ĕçĕсене практикăна еплерех кĕртсе пыни пирки чарăнса тăнă. Паянхи пурнăçра импортран хăтăлас тĕлĕшпе уйрăмах тĕпчев ĕçĕсем ку енĕпе курăмлă пулнине палăртнă. Пухăннисем калаçу вăхăтĕнче пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашнă. Çамрăк ăсчахсем хăйсен сăмахĕнче, вĕсем патне Правительство тимлĕх уйăрни, тĕрлĕ конкурссенче грантсене çĕнсе илни - малашнехи ĕçре тата та ытларах ĕçлеме хавхалантарса пынине каласа панă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ калаçăва хутшăннисене Наука кунĕпе саламланă. Наука – техника прогресне, экономика ӳсӗмне тата халӑхӑн ырлӑх-пурлӑхне ата­лантарса пыракан хӑватлӑ вӑй. Социаллӑ пурнӑҫпа эко­но­микӑри улшӑнусен ӑн­ӑ­ҫулӑхӗ ӑсчахсемпе тӗпчевҫӗсен пултарулӑхӗпе опытӗн­чен тата ҫи­рӗп тӗл­­левлӗ­хӗн­чен нумай килнине асăнса хăварнă Пуçлăх.    «Паян ӑсчахсен умӗнче Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн инноваципе технологи вӑй-хӑ­ват­не ӳс­термелли тарӑн шайри тата практикӑра усӑ куракан тӗп­чевсене аталантарас тӗллевсем тӑраҫҫӗ. Импорта улӑштарассине шута илсе ха­лӑх ыйтнине тивӗҫтерме хамӑр ҫӗр­шыври тавар производствин ҫӗ­нӗ техноло­ги­йӗсене туса ха­тӗрлеме кирли палӑрать. Сирӗн талантӑрпа пултаруллӑ ӗҫӗр ӳлӗм те малалла аталанма пулӑшакан паха пуянлӑх пуласса шанса тӑратӑп», - тенĕ Михаил Игнатьев. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, çамрăксене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнисене, свидетельство парса чысланă.

 Тĕплĕнрех



09 февраля 2016
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter