Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев вăтам тата вак предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен Федераци правленийĕн председателĕпе Александр Браверманпа тĕл пулнă

 Чăваш Республикинче инвестици илĕртӳллĕхне ӳстересси, вăтам тата вак предпринимательлĕхе аталантарасси ыйтусем тавра калаçу хускатнă паянхи тĕлпулу вăхăтĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен Федераци правленийĕн председателĕпе Александр Браверманпа.  «Чăваш Республикинче предпринимательсене тухăçлă аталанса пыма пĕтĕмпех кирлĕ пек условисене вăхăтра йĕркелесе панă. Экономикăри çăмăлах мар лару-тăрура та электротехника енĕпе ĕçлекен предприятисем куçкĕретех аталанаççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ. Сименс, Тошиба, АББ, Шнайдер Электрик таварĕсемпе танлаштарсан пирĕн таварсем нимĕнрен те кая мар», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. «2030-мĕш çул тĕлне таварсен калăпăшне икĕ хут та ӳстерме тĕллев лартнă предпринимательсем умне», - тенĕ калаçăва малалла тăсса Михаил Игнатьев. Александр Браверман хăйĕн сăмахĕнче, ăна Чăваш Республикипе  тахçантанпах пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлесе пыни çыхăнтарса тăнине каланă. 2009-мĕш çулта пуçласа Чăваш Ен Федераци харпăрлăхĕнчи пурлăхĕ шутланса тăракан çĕр лаптăкĕсенче çурт-йĕрсем хута яма палăртнă пĕрремĕш проектсене РЖС Фончĕпе пĕрле  пурнăçа кĕртме, шăпах та ăна Александр Браверман ертсе пынă пулнă,  Раççейри палăртса хунă регионсем шутне кĕнĕ. Шупашкарти Университет урамĕнчи 6,3 га çĕр лаптăкне, 2009-мĕш çулта çурт-йĕр строительствине аталантарассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, РЖС Фончĕн пурлăхĕ теме палăртнă. Хальхи вăхăтра çуртсен строительство ĕçне вĕçленĕ те. Тăватă çурта çынсене валли пĕтĕмпех йĕркелесе панă, тавралăха тирпей-илем кӳртнĕ, социаллă инфратытăма та пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ. Кунсăр пуçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн харпăрлăхĕ çине федераци пурлăхне тата та куçарнă. Çĕрпӳ районĕнче пĕтĕмпе 8 çĕр лаптăкне илнĕ. 2011-мĕш çулта çак çĕр лаптăкĕсем çинче 11 коттедж хăпартса лартнă, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1,2 пин тăваткал метрпа танлашать, кунсăр пуçне Çĕрпӳре  физкультурăпа спорт комплексне те хута янă.  Тата тепĕр пысăк ĕç  пурнăçланă: нумай хваттерлĕ 5 çурт хăпартса лартнă, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 15 пин тăваткал метр. Харпăр хăй тĕллĕн пурăнмалли 16 çурт çĕкленĕ, вĕсен лаптăкĕ 2 пин ытла тăваткал метр шутланать. Палăртса хăвармалла çитес вăхăтрах 115 хваттерлĕ  çурт та хута кайĕ, унăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ – 12 пин тăваткал метр. Александр Браверман Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева хăйсен корпорацийĕпе тухăçлă ĕçленĕшĕн ырланă, тав тунă. Чăннипех те, республикăра «Бреслер» НПП, «ЭКРА» НПП, «Яхтинг» ООО тата ытти предприятисем те ăнăçлă ĕçленине çирĕплетнĕ,  патшалăх тивĕçтерекен пулăшупа та вăхăтра усă курма пултарнине асăннă сумлă хăна. Çĕнĕлле таварĕсем калăплассипе, пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлекенсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма палăртнине каласа хăварнă калаçу вăхăтĕнче Александр Браверман. Тĕплĕнрех

 

 



09 февраля 2016
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter