«Электрониксене» кризис хăратмасть

Паян Шупашкарти Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» ăслăлăх - производство ком­плексне хута янăранпа 46 çул çитрĕ.

Çĕршыври авиаци отраслĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ «Авианика», «Радиоэлектрон технологийĕ» концернсен тытăмне кĕрекен предприяти коллективĕ ĕнер комплексăн çуралнă кунне палăртрĕ. Савăнăçлă уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене Правительство наградипе чысларĕ.

- «ЭЛАРА» АУО пĕлтĕр продукцие виçĕм çулхинчен 7,2: сахалрах тиесе янă пулсан та - кал-кал аталанать. 2015 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче, унчченхи çулхи çав тапхăрпа танлаштарсан, вăтам ĕç укçине 3,3: ÿстерме пултарнă. Шалу 34,5 пин тенке çитнĕ. Ку - лайăх кăтарту. Саккассем килсех тăнăран комплекса кризис хăратмасть, - терĕ Михаил Васильевич.

Республика Пуçлăхĕ рабочисен ыйтăвĕсене хуравларĕ, кăçал пĕлтĕрхинчен ăнăçлăрах ĕçлеме ырă сунчĕ.

В.ВАЛЕНТИНОВ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
09 февраля 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter