Йывăр пулсан та шкулсене кăçалах уçмалла
Ĕç тăвакан влаç тата муниципалитетсен ертÿçисемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен планерка грипп тата ОРВИ чирĕсемпе çыхăннă лару-тăрăва лайăхлатас енĕпе йышăннă мерăсемпе паллашнинчен пуçланчĕ. Чăваш Енре асăннă чирсем сарăласси эпидеми шайне çитмен пулин те сывлăх сыхлавĕн органĕсем лару-тăрăва çирĕп сăнаса тăраççĕ.
ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова çакăн çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă май кăмăллă пĕр саманта асăнчĕ: иртнĕ эрнере чир-чĕр сарăлас хăвăртлăх малтанхинчен чакнă. Анчах çакă чирлекен сахалланнине пĕлтермест. Гриппа тата ОРВИпе аптăракансен йышĕ уйрăмах 7-14 çулсенчи ачасен /37,8 процент таран/ тата 15 çултан иртнĕ çамрăксен /37,2 процент таран/ йышĕнче ÿснĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Тăвай районĕнче чирлекен ытларах. Татьяна Геннадьевна палăртнă тăрăх, асăннă тапхăрта - иртнĕ эрнере - 303 пациентăн чирне лабораторире тĕпченĕ. 94-шĕн чир-чĕр пуçаракан вирус пуррине тупса палăртнă. Çав шутра 62,7 проценчĕн - A?H1N1?2009 грипăн, 34 проценчĕн - парагрипăн.
Михаил Игнатьев иртнĕ канашлусенчен пĕринче эмелсен ку яхăнти хакĕпе интересленнĕччĕ. Ĕнерхи канашлура та вăл ку ыйту патне таврăнчĕ. Фармацевтикăпа çыхăннă коммерци организацийĕсем меллĕ самантпа усă курса хаксене пит хăпартман иккен. Кун пирки Татьяна Богданова çирĕппĕнех пĕлтерчĕ.
Чир-чĕрпе кĕрешес тĕллевпе республикăра тĕрлĕ мера йышăннă. Вĕренÿ организацийĕсенче куллен ирхи фильтр ирттереççĕ. Сăмах май, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне 6 шкулта, 24 шкулти 77 класра вăхăтлăха вĕренÿ занятийĕсем ирттерме чарнă. Шкул ÿсĕмне çитмен ачасен пĕр организацийĕнче тата 11 садикри 19 ушкăнра хальлĕхе - карантин. Чир-чĕр анлă сарăлнă тапхăрта вĕренÿ организацийĕсенче массăллă мероприятисем ирттермелле мар тесе йышăннă. ОРВИ тата грипп ачасене, çие юлнă хĕрарăмсене уйрăмах хăвăрт «çулăхнине» кура ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви йышăннă хушма мерăсемпе килĕшÿллĕн халăхăн çак ушкăнĕсем тĕлĕшпе сисчĕвленĕве вăйлатнă.
Мерăсем тенĕрен, вĕсене пурнăçлас енĕпе Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ те сыхă тăрать. Тĕслĕхрен, чир-чĕр çынсен миграцийĕпе те сăлтавланма пултарнине шута илсе ют тăрăхран самолетпа вĕçсе килекен пĕр çынна та куçран вĕçертмеççĕ, вĕсен сывлăх тăрăмне тăтăш сăнаççĕ.
Канашлура асăннă чирсемпе кĕрешесси Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта мĕнлерех пулса пынипе те паллаштарчĕç. Çитес вăхăтра хуласенче вĕсемпе аптăракансен йышĕ сахалланассине прогноза пăхса пĕлтерчĕç.
Чăваш Республики 2016-2025 çулсенче «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче çĕнĕ вырăнсем йĕркелеме пулăшасси» программăна хутшăнать. Ку енĕпе малтанхи утăмсем, çывăх малашлăх валли плансем еплерех? Михаил Игнатьев вĕренÿпе çамрăксен политикин министрне Владимир Иванова лару-тăрупа паллаштарма ыйтрĕ.
Владимир Николаевич калаçу пуçламăшĕнче пухăннисене Раççейри ăслăлăх кунĕпе саламларĕ, историн кирек хăш тапхăрĕнче те наука тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем пурнăçа малалла яма витĕм кÿнине палăртрĕ. Юлашки вăхăтра вĕренÿ тытăмĕнче пулнă çĕнĕлĕхсем те - халăх пурнăçне çăмăллатассишĕн тăрăшса тунă пуçарусем. Акă халĕ реформăсен виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланать. Вăл, тĕпрен илсен, шкул строительствипе çыхăнĕ. Чи малтан татса памалли ыйту - вĕренĕве икĕ сменăпа йĕркеленĕ шкулсен ĕçне çăмăллатасси. Çакнашкал шкулсем вырнаçнă микрорайонсенче çĕнĕ об<ектсене чи малтан çĕклемеллине асăнчĕ Владимир Николаевич. Хальхи вăхăтра строительство ĕçĕсем пыракан икĕ шкула - Комсомольски районĕнчи Элпуç ялĕнче, Шупашкарти Гладков урамĕнче вырнаçнисене - темле йывăр пулсан та кăçалах хута ямалла тесе палăртрĕ.
Михаил Игнатьев шкулсенче спорт залĕсене çĕнетес, санузел пÿлĕмĕсене тăвассипе çыхăннă ыйтусемпе кăсăклансах тăрать те - канашлура вĕсене асрăхамасăр хăвармарĕ. Министр шантарнă тăрăх, вĕсене йĕркелесе çитерессине тепĕр çултан вăраха ямĕç.
Канашлура Ĕç çыннин çулталăкĕн логотипне çирĕплетессипе, нарăс уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче Чăваш Енре РФ Патшалăх Думин Экономика политикин, инноваци аталанăвĕпе предпринимательлĕх комитечĕн ларăвĕ иртессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç.
Ирина ПУШКИНА