РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмлĕхĕ пирки Экономикăпа политика коммуникацийĕсен агенстви 2016-мĕш çулта нарăс уйăхĕнче хатĕрлесе кăларнă рейтингра Раççейри пысăк витĕм кӳрекен губернаторсен ушкăнне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кĕнĕ

РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмлĕхĕ пирки Экономикăпа политика коммуникацийĕсен агенстви 2016-мĕш çулта нарăс уйăхĕнче хатĕрлесе кăларнă рейтингра пĕрремĕш виçĕ лидер шутне Мускав хулин мэрне Сергей Собянина, Чечен Республикин пуçлăхне Рамзан Кадырова, Тутарстан Республикин президентне Рустам Минниханова кĕртнĕ. Енчен те кăтартăва кăрлач уйăхĕнчипе танлаштарсан, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн витĕмлĕхĕн ӳсĕмĕ чакман пĕр тан лайăх аталанса пынă, регион Пуçлăхĕ 5,2 балл пухнă, Раççейри пысăк витĕм кӳрекен губернаторсен ушкăнне кĕнĕ. (Атăлçи федераци округĕпе пăхас пулсан, вăл 7-мĕш вырăнта тăрать). 2016-мĕш çулта нарăс уйăхĕнчи рейтинг ĕçне  хатĕрлеме пĕтĕмпе 25 эксперт хутшăннă. Чи малтан экспертсем кандидатсене уйрăммăн тĕпчесе хаклаççĕ, кайран вара вăтам кăтартăва шутласа кăлараççĕ. Пĕтĕмпе пуçлăхсене виçĕ ушкăна пайланă: «Питĕ хытă витĕм кӳрекеннисем», «Пысăк витĕм кӳрекеннисем» тата «Вăтам витĕм кӳрекеннисем».

 

http://www.apecom.ru/projects/item.php?SECTION_ID=101&ELEMENT_ID=2502



10 марта 2016
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter