Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн наркотӗрӗслев органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑ­ваш Рес­­публикинчи управленине йӗркеленӗ вӑхӑтранпа эсир наркопреступноҫпа кӗ­ре­шес ӗҫре лайӑх кӑтартусемпе палӑрма пултар­тӑр. Нар­котиксемпе ҫыхӑннӑ пин-пин преступление уҫса панӑ, саккунсӑр ҫав­рӑ­нӑшран ҫӗршер килограмм наркотик ха­тӗрӗсене тата психотроплӑ хутӑшсене туртса илсе сиенсӗрлетнӗ.

Право сыхлавӗн ытти тытӑмӗсемпе, власть органӗсемпе тата гражданла об­ществӑпа тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине пула регионта наркотиксемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру палӑр­мал­лах лайӑхланчӗ.

Ҫапах та Чӑваш Енре наркоманипе тата наркотиксемпе ҫыхӑннӑ преступленисемпе кӗрешесси ҫивӗч ыйту шутланать. Лару-тӑрӑва ҫынсен сыв­лӑхне сиен кӳрекен психотроплӑ хутӑшсен ҫӗнӗ хӑрушӑ тӗсӗсем вӑй илсе пыни йы­вӑр­латать. Наркобизнес хальхи телекоммуникаци мелӗсемпе усӑ курса хӑйӗн ыл­хан­лӑ тавар­не сутмалли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ майсем шыраса тупать. Ҫакӑ преступленисен ҫулне пӳлмелли ӗҫ-хӗле палӑрмаллах лайӑхлатма ыйтать.

Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑ­ваш Ре­с­­публикинчи управленийӗн ӗҫченӗсем малашне те служба тивӗҫне парӑнса тӑ­рас­сине тата хӑйсен професси тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пырассине ҫи­рӗп­пӗн шан­са тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, палӑртса хунӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тата ӗҫре малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                   М.Игнатьев

 



10 марта 2016
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter