"Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен" калакан Указа пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен ĕç комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2012 çулта утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче "Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен" калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ . Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тата ирттерес ĕçе хутшăнма сĕннĕ. Çакна тĕпе хурса пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Юбилей паллисене халалласа ирттермелли Плана тишкернĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çак асăннă мероприятисене Чăваш Республикинче сумлăн ирттерме палăртнине, Раççей Федерацийĕн министерствисемпе тачă çыхăнса ĕçленине каланă. Юлашки çулсенче çĕршывра пулса иртекен çăмăлах мар экономика лару-тăрăвĕнче, финанс тĕлĕшĕнчен укçа-тенкĕпе перекетлĕн ĕçлеме вĕренмеллине асăннă. Кăштах маларах палăртса хунă виçерен пулăшусем чакассине те палăртнă. Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев  хăйĕн сăмахĕнче плана çĕнĕлĕхсене вăхăтра кĕртсе пынине пĕлтернĕ. Çĕнĕ планра Шупашкарта кинофестиваль, Пĕтĕм тĕнчери М.Д Михайлов ячĕллĕ опера фестивальне тата ытти мероприятисене культура пайĕнчех хăварнине асăннă. Кунсăр пуçне пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем татах пур-ха, вĕсем те планра юлнине палăртнă.  Мероприятийĕсен тĕп планне Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттермелли ĕçсен йĕркине пуш уйăхĕн 20-мĕшĕччен çĕнĕрен хатĕрлесе çитерме хушнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 



10 марта 2016
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter