Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службине йĕркелесе янăранпа вунвиçĕ çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

 Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службине йĕркелесе янăранпа вунвиçĕ çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Мероприятине Раççей Федерацийĕн Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Евгений Барсуков, Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин прокурорĕ Сергей Легостаев, Раççей ФСБ Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ, генерал-майор Сергей Софронов,   Чăваш Республикинчи çынсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Юрий Кручинин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ытти официаллă çынсем  хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наркотĕрĕслев ĕçченĕсене саламланă, халăх хушшинче наркотик сарăлассинчен асăрханса профилактика ĕçĕсене тухăçлă йĕркелесе ирттернĕшĕн тав тунă, вунвиçĕ çул хушшинче çӳлерех асăннă служба сахал мар пысăк ĕçсем пурнăçланине палăртнă. Вĕсем ытти право хуралĕсенче тăрăшакансемпе тачă çыхăннине кура регионта лару-тăру йĕркеллĕ пулса пынине каланă, çав-çавах ыйту кун йĕркинче çивĕч тăнине асăннă. «Енчен те çын наркăмăша тутанса пăхрĕ пулсан, унпа киревсĕр ĕçсем пуласси куçкĕретех. Ку, паллах, çемьешĕн кăна инкек мар, экономикăна та сиен кӳрет. Паянхи пурнăç таппишĕн хăрушлăх кăларса тăратакан самантсем те чылай, çĕнĕрен те çĕнĕ наркăмăшсем халăх хушшинче сарăлни пурне те пăшăрхантарать. Çынсене тĕрлĕ майпа ăптăр-каптăра илсе çитерме тăрăшаççĕ», - тенĕ пăшăрханса республика Пуçлăхĕ. Паян ытларах наркотик çинче ларакан çынсене тупса палăртмалла, вĕсене сиплесси çине тимлĕх уйăрмалла. Вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентмелле», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăснă май. «Общество пурнăçĕнче çынсене наркотика хирĕç тăма вĕретсе пымалла. Шанатăп, малашне те пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлессе, наркотик хатĕрĕсемпе психикăна пырса тивекен япаласен çаврăнăшне тĕрĕслес енĕпе тăрăшса вăй хурасса», - тенĕ Михаил Игнатьев. Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераци службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи, генерал-майор Евгений Барсуков хăйĕн докладĕнче иртнĕ çул йĕрке пăсассинчен асăрханса тĕрлĕ майпа сахал мар ĕç пурнăçланине пĕлтернĕ.  Республикăри наркотика хирĕç кĕрешекен комиссипе те тухăçлă ĕçлесе пынине асăннă. Палăртса хăваратпăр, комисси ĕçне шăпах та, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пырать. Служба ĕçченĕсем наркотиксемпе йĕркене пăснă çынсене вăхăтра тупса палăртса явап тыттарнине каланă. «Халăх хушшинче профилактика ĕçне ытларах йĕркелемелле», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Паянхи мероприятире службăра тăрăшса ĕçленисене, хастарлăхпа палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Мероприятине килнĕ ертӳçĕсем Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Чăваш Енри служба ĕçченĕсене малашне те çитĕнӳсем тума сĕннĕ. Тĕплĕнрех



11 марта 2016
15:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter