Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Хӑвӑрӑн ансат мар ӗҫӗрпе эсир обществӑри саккунлӑхпа йӗркелӗхе, граждансен хӑрушсӑрлӑхне тата ырлӑхне тивӗҫтеретӗр. Раҫҫейӗн айӑп­лава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Ре­с­­­публикинчи управ­ле­ни­йӗн учрежденийӗсенче чӑн-чӑн профессионалсем ӗҫлеҫҫӗ. Йӑнӑш утӑм тунӑ граждансене саккуна пӑхӑнса пурӑнмалли пурнӑҫа тавӑ­расси ытларах чухне сирӗн тӑрӑ­шулӑхӑртан, чӗрӗр ӑшшинчен, пысӑк хӑю­лӑхӑртан тата ҫирӗп кӑмӑлӑртан  килет.

Юлашки ҫулсенче эсир ӗҫ тӑвакан власть органӗсемпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе, предприятисемпе, общество организацийӗ­сем­пе тата тӗн конфессийӗсемпе тачӑрах та тухӑҫлӑрах хутшӑнса ӗҫ­ле­тӗр. Республикӑри мӗнпур юсану учрежденийӗнчех ӗҫе вырнаҫас ыйтусемпе справкӑпа-консультаци пункчӗсем йӗркеленӗ.

Чӑваш Енре судпа айӑпланнӑ ҫынсене кӳрекен медицина пулӑ­шӑ­вӗн паха­лӑхне лайӑхлатасси, вӗсене пӗлӳ илме пулӑшасси, ҫавӑн пекех хупса усракан вырӑнсенчен ирӗке тухнӑ граждансене реабилитацилесси тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси ҫине пысӑк тим­лӗхпе пӑхаҫҫӗ.

Сире тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп. Паттӑр­ тата чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн тайма пуҫ! Ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл, ҫирӗплӗхпе принциплӑх, шанӑҫлӑх тата ырлӑх сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                    М. Игнатьев



11 марта 2016
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter