Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ çулçӳревре пулнă, унта вăл Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕпе Михаил Меньпе тĕлпулу ирттернĕ


Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ çулçӳревре пулнă, унта вăл Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕпе Михаил Меньпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хутшăннă. Ертӳçĕсем калаçу вăхăтĕнче 2015-мĕш çулăн ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, 2016-мĕш çул валли лартнă тĕллевсене пăхса тухнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра калаçу хускатнă. Экономкласлă çурт-йĕрсем хута ярассине, Раççей çемьисене çуртсемпе тивĕçтерес программăна пурнăçа кĕртессине, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессине, пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене куçарса лайăх хваттерсемпе тивĕçтерессине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерессине, усал каяшсене пуçтарса тирпейлессипе çыхăннă ытти ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта уйрăм категорире тăракан граждансене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ.  Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – экономкласлă çуртсем хута ярасси пулнине палăртнă. Хальхи вăхăтра республикăра пĕтĕмпе 56 проект ĕçленине, пурĕ 7 млн. тăваткал метр патнелле çурт-йĕр хăпартма палăртнине асăннă. Раççей çемьисене çуртсем программăна тĕпе хурса пурĕ республикăра 210 пин тăваткал метр чухлĕ çур хăпартма тĕллев лартнă, паллах, вĕсем экономкласлă пулĕç. Пĕлтĕр нумай хваттерлĕ пĕр çурт хăпартнă, унăн лаптăкĕ 7,3 пин тăваткал метрпа танлашать. Экономкласлă хваттерсен строительство ĕçне пуçланă, лаптăкĕ 46,7 пин тăваткал метр йышăнать. Пĕтĕмпе пурăнмалли 9 çурт хута кайĕ. Программăна 1714 çемье хутшăннă. РФ строительство Министрне Михаил Игнатьев республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ пур ыйтăва та туллин тивĕçтернине каланă. Кунсăр пуçне регионта пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен лайăх хăтлă хваттерсене граждансене  куçарассипе йышăннă программа та кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине пĕлтернĕ. Хальхи самантра регионта 6,6 пин çынна лайăх хваттерсемпе те тивĕçтерме ĕлкĕрнĕ, кăтарту пысăк - палăртнă планăн 50 процентне пурнăçланă та. 2017-мĕш çул валли лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех тивĕçтерме палăртса хунине асăннă республика Пуçлăхĕ. Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем сусăр çынсене, вăрçă ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва хускатнă. Калас пулсан, 2010-мĕш çултан пуçласа республикăра пурăнакан 5731 граждана хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ, вĕсенчен 1370 çын инвалидсемпе вăрçă ветеранĕсем. РФ строительство Министрĕ Михаил Мень хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи çул вăрçă ветеранĕсене пĕтĕмпех хваттерсемпе тивĕçтермеллине каланă, ку енĕпе федераци хыснинчен региона хушма укçа-тенкĕ куçассине те асăннă. Тĕнчере çăмăлах мар экономика енчен лару-тăру вăхăтĕнче те республика строительство енĕпе курăмлă ĕçлесе пынине, калăпăшсем те пысăккине, халăха хваттерпе тивĕçтерес ыйту туллин пурнăçланса пынине палăртнă. «Паянхи экономика лару-тăрăвĕнче строительство ĕçне пысăк тимлĕх уйăрни çав тери паха. Патшалăх программисене пурнăçласси кирлĕ пек пулса пырать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те вăхăтра тивĕçтерни куçкĕретех. Çынсене ĕçпе хавхалантарни лайăх шайра пурнăçланать», - тенĕ Раççей строительство Министрĕ Михаил Мень. Çавра сĕтел хушшинче ертӳçĕсем нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессипе йышăннă самантсем пирки те чарăнса тăнă. Чăваш Енре халăх ыйтăва лайăх ăнланнине, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен пурлăхĕшĕн пăшăрханнине, яваплăха туйса укçа-тенкĕне пуçтарнине каланă. Енчен те 2015-мĕш çулта малтанхи ултă уйăх хушшинче 60 процент çеç тӳлеме кăмăл тунă пулсан, халĕ вара халăх 90 процент ытларах та хăйсен тӳпине тӳлесе пыни савăнтарать.  Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Правительствипе Раççей Строительство министерстви тачă çыхăну тытса ĕçленине палăртнă. «Чăннипе калас пулсан, çынсем хваттерсем туянма пăрахни сисĕнет, хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те тăрса юлнă. Строительство енĕпе 2015-мĕш çулта пурнăçланă юхăма чакарма юрамасть, кăçал та тухăçлă ĕçлесе пыма тăрăшмалла», - тенĕ вăл. Уйрăм йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене РФ Строительство Министрĕ çирĕп тĕрĕслеве илнине пĕлтернĕ. Федераци бюджетĕнчен Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче усал каяшсене пухса тирпейлессипе çыхăннă ыйтусене татса пама пулăшу куçарасси пирки те сӳтсе явнине каланă. 2015-мĕш çулта чӳк уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкарта усал каяшсене пухса тирпейлемелли пысăк объектсем хута янă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков республикăра нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессипе йышăннă патшалăх программи ăнăçлă пурнăçланса пынине палăртнă. Пĕлтĕр пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 294 çурта тĕпрен юсанине, кăçал ку ĕçе икĕ хут ӳстерсе пыма палăртнине пĕлтернĕ. Строительство ĕçне пурнăçлама 600 млн. тенкĕ уйăрса хунине каланă.

 Тĕплĕнрех

 



11 марта 2016
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter