Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе, Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕпе Алена Аршиновăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе, Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕпе Алена Аршиновăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче вĕсем регионта вĕренӳ пайне аталантарассипе çыхăннă ыйтусем тавра канашланă, çĕнĕ шкулсем хута ярассине сӳтсе явнă. «Чăваш Енре шкул çулне çитмен ачасем валли учрежденисем хута ярас программа туллин пурнăçланнă. Раççей Федерацийĕн Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев нумаях пулмасть Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă майăн, ун чухне те кун пирки çирĕплетсех каланă. Çитес вăхăтра тата та шкулсене модернизацилеме  укçа куçассине ырă хыпара палăртнă», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Паянхи кун чи çивĕч ыйту Шупашкарти  шкулсенче ачасене иккĕмĕш сменăпа вĕрентме пăрахăçласси  тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Калаçу самантĕнче халăха кăсăклантаракан ыйтусем тавра та сăмах пуçарнă. Уйрăмах çул-йĕр ыйтăвĕсем, ЖКХ пайĕнчи самантсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Тĕнчери йывăрлăхсене кура, сахал тупăшлă çемьесене ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн субсиди мелĕпе пулăшма республика хыснине пĕлтĕрхи çулхипе танлаштарсан укçа-тенкĕ ытларах пăхса хăварнине пĕлтернĕ регион Пуçлăхĕ. «Эпĕ тăтăшах республикăра пурăнакансемпе тĕл пулатăп. Çынсем хĕллехи вăхăтра çурт-йĕрсем таврашĕнче юра кирлĕ пек пуçтарса тирпейлеменнишĕн пăшăрханаççĕ. Управляющий компанисен ĕçĕсемпе те хăшĕ-пĕрисем кăмăлсăр. Ыйтусемпе кулленех ĕçлетпĕр. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕшĕн пухмалли укçа ыйтăвĕ те кун йĕркинчех. Хăшĕ-пĕрисем палăртнă темăна пăтраштараççĕ, халăх хушшинче суя хыпарсем те сарма хăяççĕ. Кун пек йĕркесĕрлĕх кăлăхах. Граждансем суя çынсене ĕненмеççĕ», - тенĕ Алена Аршинова. Тĕплĕнрех



14 марта 2016
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter