2016-2017-мĕш çулсенче социаллă пурнăçпа экономикăна çирĕппĕн аталантарса пыма витĕм кӳрекен Плана Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. 2016-2017-мĕш çулсенче социаллă пурнăçпа экономикăна çирĕппĕн аталантарса пыма витĕм кӳрекен Плана алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. Асăннă ĕç хутне Раççей Федерацийĕн Правительствин Планне тĕпе хурса йышăннине каланă. «Ĕç хутне экономикăра пулса иртекен улшăнусене кура çĕнĕлĕхсем кĕртме те палăртнă, республика хыснине те тӳрлетӳсем кĕрĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче региона Раççей Правительствин Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ĕçлĕ визитпа килсе кайнă чухнехи уйрăм калаçу саманчĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Планра промышленноç пайне, вак тата вăтам предпринимательлĕхе, ял хуçалăхне, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе тĕрлĕ майсем йышăнса хăварнине асăннă Михаил Игнатьев. «Хальхи вăхăтра 2016-мĕш çулта ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса парассипе хушма мерăсем йышăнас ĕç хĕрӳ пырать. Чи пысăк пĕлтерĕшли – ĕçсĕр тăрса юлнă çынсен шутне ӳстерме юраманни. Экономика пайĕшĕн чи паха квалификациллĕ специалистсене упраса хăварасси. Эпир хамăрăн сĕнӳсене РФ Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ канашлура тăратрăмăр. Халăх хушшинче эпĕ хам енчен пур йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те палăртрăм. Енчен те лару-тăру ырă енне улшăнса пымасан, Тракторсем кăларакан заводра ĕçлекен 9,5 пин çынна ĕçрен хăтарсан, ĕçсĕрлĕх тата та ӳссе каясси куçкĕретех, вăл 7 процента çитесси те паллă.  Вĕсене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтерме, хушма пĕлӳ пама тата та çĕршер миллион кирлĕ пулĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ятарлă çыру РФ Правительствин Премьер-министрĕ патне илсе çитернĕ. Раççей Финанс министерствипе, Раççей Суту-илӳ министерствипе, Минэнерго, Ял хуçалăх министерствипе тачă çыхăнса ĕçлемелли пирки те асăннă документра.  РФ Правительствин Премьер-министрĕ Тракторсем кăларакан завода тарăн пулăшу кӳмеллине палăртнă. Социаллă пурнăçпа экономикăна, пахалăхлă вĕренӳ пайне аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă Планра. Çĕршывĕпе вĕренӳ пайне модернизацилеме 50 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă, çитес вăхăтра шкулсене юсама регионсене  пĕтĕмпе 25 млрд. тенкĕ куçасси паллă. «Чăваш Енре 2016-2017-мĕш çулсенче  пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 7 шкулта пĕтĕмпе çĕнĕрен 5165 вырăн хатĕрленĕ. 2016-мĕш çулта 137 вăрçă ветеранне,   сусăр çынсене, инвалид ачасене усракан çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме 270 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Суд йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн тата та 65 вăрçă ветеранне хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма хальхи вăхăтра федераци бюджетĕнчен хушма пулăшу куçасси пирки ыйтăва пăхса тухаççĕ.  2016-2017-мĕш çулсенче нумай хваттерлĕ çурт-йĕрсем  таврашĕсенче тирпей-илем кӳртме 300 объект палăртнă. Шупашкарти Мускав кĕперне çĕклесе лартма тата Фучик урамĕнчи çула сарма РФ Транспорт министерстви 1 млрд.7 млн. тенкĕ куçарĕ», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшу кӳрес ыйту та кун йĕркинчех. Кредит пайне илнĕ чухне çăмăллăх уйăрса хăварни çав тери пысăк пулăшу предпринимательсене. Тата çакна та асăнмалла, Чăваш Енри аграри тытăмне аталанма 2,3 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă. Федераци центрĕпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçленине кура, Чăваш Республикине 236,5 млн. тенкĕ уйăрнă. Региона хушма инвестици явăçтарни, ĕç климатне лайăхлатни – Чăваш Республикинчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕр тан лайăх тытса пыма витĕм кӳрĕç», - тесе каланă Михаил Игнатьев. 

Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсен ĕç кăтартăвĕ пирки Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа кăтартнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре промышленноç çитĕнӳсемпе палăрать, кăрлач тата нарăс уйăхĕсенче промышленноç комплексĕсен таварсен калăпăшĕ  22,5 млрд. тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 7 процент ӳсни курăнать.

Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина кăçалхи кăрлач тата нарăс уйăхĕсенче республика бюджетне пурнăçланин ĕçĕсемпе паллаштарнă. 2016-мĕш çулта пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн тупăш пайĕ 4473,4 млн. тенкĕ, 2015-мĕш çулхи бюджет кăтартăвĕпе пăхас пулсан 112,4 процентпа танлашать. Харпăрхăй тупăшĕ ӳсни самай, 2015-мĕш çулхипе пăхсан 49 процентпа танлашать. Паянхи ларăва пухăннисем Чăваш Енри нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусем тавра тĕплĕн сӳтсе явнă. Палăртса хăваратпăр, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕшĕн пухăнакан взноссем пирки Мускавра иртнĕ пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕпе Михаил Меньпе те сӳтсе явнă пулнă. Енчен те 2015-мĕш çулта пĕрремĕш çур çуллăхра регионта пурăнакансенчен тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн 60 проценчĕ çеç взнос тӳлеме кăмăл тунă пулсан, çулталăк вĕçленнĕ тĕле вĕсен кăтартăвĕ 90 процентпа танлашнă.  Кăçал кăрлач уйăхĕнче çитĕнӳ самай пысăкланнă 123 процента çитнĕ.

   Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков палăртнă ыйтупа республикăра Пăрачкавсем -73 процент, Шупашкар хулинче пурăнакансем 68 процент, Вăрмарсем – 65 процент пуçтарнине каланă. Взноса чи япăх пуçтаракан районсене те аса илнĕ. Вĕсем: Çĕмĕрлесем - 10 процент, Етĕрнесем – 31 процент, Вăрнарсем - 34 процент çеç пухнине палăртнă, çак районсене ыйтупа тухăçлăрах ĕçлеме хушнă. «Республикăра пурăнакансем çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттересшĕн. Укçа-тенкĕне тĕллевлĕн тăкакламалла», - асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн докладĕнче программăна Чăваш Енре 5055 çурт кĕрсе юлнине палăртнă. Пĕлтĕр, 2015-мĕш çулта пурĕ нумай хваттерлĕ 294 çурт тирпейленĕ, кăçал кăтартăва икĕ хут та ытларах ӳстерме палăртнă. Нумай хваттерлĕ 450 çурта тĕпрен юсав ĕçĕсене  ирттерме тĕллев латнă, ку енĕпе 600 млн. тенкĕ уйăрĕç. Паянхи кун тĕлне çуртсене юсав ĕçĕсене ирттермелли плана та пăхса тухнă, ăна муниципалитет пĕрлешĕвĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Ку енĕпе ĕç хучĕсене Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Каçал ен, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Етĕрне тата Тăвай районĕсем хатĕрлесе те тăратнă.  Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне плансене тăратман муниципалитетсене çирĕп асăрхаттару тунă.

 Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе ĕçлекен фондăн генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова газпа çыхăннă ыйтусем тавра сăмах пуçарнă. Пĕччен пурăнакан 80 çултан иртнĕ ватăсем взноса тӳлейменни пирки ыйту хускатнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн пуçтарăнакан взноссем пирки федераци саккунĕ вăя кĕнине, унта 80 çултан иртнĕ пĕччен пурăнакан ватăсене çăмăллăх уйăрма йышăннине каланă. 

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов çӳлерех асăннă ыйтусем халăха кăсăклантарнине каланă. «Сахал мар ĕç пурнăçланă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те пур-ха. Малашне те тĕрĕс çул-йĕрпе аталанса пыма тăрăшăпăр. Халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырассишĕн ĕçлĕпĕр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. «Шанатăп, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ăста ушкăнĕ, федераци службисен Чăваш Енри управленисем малашне те Раççейре, Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшса яваплăха туйса ĕçлессе», - тенĕ . Михаил Игнатьев ыйтăва «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн членĕсене те çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.

 «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн членĕ, Шупашкар хула Депутачĕсен  пухăвĕн депутачĕ Олег Ялугин хăйĕн сăмахĕнче кашни депутат ЖКХ ыйтăвне тĕплĕн халăха ăнлантарса парайманyине, вĕсен организаци вара ыйтăва çав тери лайăх ăнлантарма, тĕплĕн тишкерме пĕлнине асăннă. Халăх валли ятарлă буклетсем тăтăшах хатĕрлесе панине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерес ыйту халăха питĕ кăсăклантарнине, вĕсен кăмăл-туйăмне те витĕм кӳнине асăннă.  «Эпир Раççей шайĕнче палăртнă ыйтупа чи ăнăçлă регион шутĕнче. Паллах, лăпланса лармаллине пĕлтермест.  Халăха тĕрĕс информацине илсе çитермелле. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Тĕрĕслев управленийĕн те ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илмелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева пуш уйăхĕн 17-18-мĕш кунĕсенче Шупашкарта «Чĕрĕ уроксем» ятпа туризма аталантарассипе çыхăннă регионсем хушшинчи конференцине хатĕрленсе ирттернĕ пайсем пирки чарăнса тăнă.    «Раççейре шалти туризма аталантарассипе 40 процента çити ӳснĕ. Регионта та туризма аталантарасси çине пысăк имлĕх уйăрмалла. Пирĕн пусăмăрăн та пĕр тĕллев – хамăрăн Чăваш Ене кирлĕ пек шайра кăтартса парасси», - тенĕ Алла Салаева.   Чăваш Енре пурăнакансене пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртекен фестивале хутшăнма йыхравланă. Мероприяти кăнтăрла 12 сехетре пуçланать.  Çак ĕçе хăнасене ытларах явăçтармаллине, вĕсене  валли пур условисем те çӳллĕ шайра пулмаллине, регионăн илĕртӳлĕхне ӳстермеллине асăннă сăмаха малалла тăснă май.



14 марта 2016
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter