Республикăри наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинчи наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче республикăра наркотика хирĕç кĕрешессипе профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пырасси çӳллĕ шайра пулса пынине асăннă. Право хуралĕнче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе ăнланса тухăçлă ĕçленине кура, наркотик лару-тăрăвĕ çирĕп тĕрĕслевре пулнине асăннă.  Кăтартăва Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан, Чăваш Енре наркотикпа алхасакансен шучĕ юлашки пилĕк çул хушшинче чакни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Раççей шайĕнче те çитĕнӳсем пурри сисĕнет. Ыйту-хурав кăтартăвĕсем тăрăх та, Чăваш Енре наркотика тутанса пăхас текен çынсем пачах та пулманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пур-пĕрех ыйтăва куçран вĕçертме юрамасть. Паянхи пурнăç таппишĕн уйрăмах питĕ актуаллă пулнине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ ларăва пухăннă ертӳçĕсене. Статистика пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх тата çакна та асăнса хăвармалла, усал наркăмăша туянса чирлекенсем хушшинче ытларах арçынсем пулни сисĕнет. Çамрăксем  18-30 çултисем наркăмăшпа аптрани курăнать. Михаил Игнатьев ыйтăва пурне те çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тата Федерацин наркотика хирĕç кĕрешекен службин Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков, Чăваш Ени шалти ĕçсен министерствинче пай пуçлăхĕ пулса ĕçлекен Александр Николаев хăйсен доклачĕсенче профилактика ĕçĕсене туса ирттерме йышăннă плансемпе паллаштарнă.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова программăсене пурнăçа кĕртсе хăварма пĕтĕмпе 1 млн. тенкĕ ытла пăхса хăварнине пĕлтернĕ.  Ĕç кăтартăвĕсене пăхас пулсан, наркотиксемпе алхасакансен шучĕ10,4 процента çити чакнă, чирпе аптракансем те 11,8 процента çити сахалланнă. Евгений Барсуков хăйĕн сăмахĕнче ытларах паянхи пурнăçра йывăрлăх кăларса тăратакан самантсем пирки чарăнса тăнă. Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствинче пай пуçлăхĕ пулса тăрăшакан Александр Николаев хăйĕн докладĕнче 2015-мĕш çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, наркопреступленисем тăвакансен шучĕ 4,3 процент чухлĕ хăпарнине асăннă. Вĕсен служби сахал мар ятарлă ĕçсем пурнăçланине каланă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хулара ытларах çынсем кальян туртса хăйсен сывлăхне аптратнине пĕлтернĕ. Пĕлтĕр наркотика хирĕç кĕрешессипе профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пыма пĕтĕмпе муниципалитет бюджетĕнче 400 млн. тенкĕ ытла пăхса хăварнине каланă. Право йĕркине пăхса тăракан органсемпе тачă çыхăнура пулнине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăл тăрăхĕнчи кану вырăнĕсенче уçăлса çӳрекен ачаллă ашшĕ-амăшĕсем çынсем кальян туртнишĕн пăшăрханса пĕлтернине каланă.

«Халăх тĕрĕс пăшăрханать. Кун пек йĕркесĕрлĕх пулмалла мар. Ыйтупа çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла», - тесе асăрхаттарнă хула пуçлăхне. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин çумĕ - Тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлекен Алексей Метёлкин çӳлерех асăннă ыйтупа 2015-мĕш çулти ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх, çамрăксем хушшинче наркотикпа алхасакансен шучĕ чакнă. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев ытларах паянхи пурнăçра çамрăксене преступлени çулĕ çине тăрассинчен сыхă тăмаллине, усал наркăмăшпа алхасассинчен çирĕп тĕрĕслевре тытмаллине, ытларах яш-кĕрĕме сывă пурнăç йĕркине явăçтармаллине, культурăпа патриотизм туйăмне аталантарса пыма вĕрентмеллине каланă регион Ертӳçи. Тĕплĕнрех



15 марта 2016
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter