Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри Строительсен Союзĕн президенчĕпе Владимир Яковлевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри Строительсен Союзĕн президенчĕпе Владимир Яковлевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тăлăх ачасене, нумай ачаллă çемьесемпе çамрăк çемьесене тата халăхăн социаллă хӳтлĕхĕсĕр ытти ушкăнĕсене патшалăх пулăшăвĕ парас енĕпе йышăннă пурăнмалли çурт-йĕр программисене сахал мар пурнăçланине пĕлтернĕ. Чăваш Енре çурт-йĕр строительстви малалла нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем, çав шутра эконом-класс йышши çурт-йĕр туни шучĕпе аталанма палăртнине каланă. Экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та нумай хваттерлĕ çуртсене хута ярас ĕç кирлĕ пек шайра пулса пынине асăннă. «Енчен те регионта строительсем ĕçлеççĕ пулсан, республикăра экономика аталанать. Ăнсăртран мар, Раççей Президенчĕ тата Раççей Правительствин Председателĕ те  экономикăн тĕп локомотивĕ строительство пайĕ пулнине калаççĕ», - тесе тепĕр хут асăнса хăварнă Владимир Яковлев. Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем ипотека кредичĕсем тавра та сăмах пуçарнă, çăмăллăхсем пирки канашланă. Тĕплĕнрех



15 марта 2016
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter