«Строительство бизнесĕнчи кашни тăваттăмĕш тенкĕ бюджет укçи. Çакă пирĕн строительсемшĕн гарантиленĕ патшалăх заказĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри Строительсен пĕрлешĕвĕн Правленийĕн тухса çӳрекен ларăвĕнче

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче Раççейри Строительсен пĕрлешĕвĕн  Правленийĕн тухса çӳрекен ларăвĕ иртнĕ. «Раççейри Строительсен Союзĕ» пĕтĕм Раççейри пĕрлешĕвĕн президенчĕ Владимир Яковлев республика ертӳлĕхне ырласа тав сăмахĕсем каланă. Чăваш Енре çак асăннă лару ĕçне ирттерме ирĕк панине тата хăй  регион Ертӳçи хутшăнма кăмăл тунине те пысăка хакланă. «Пирĕн тĕллев – çĕршыври, регионти лару-тăрусене анализ тăвасси. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тишкересси, строительство пайĕн малашнехи çул-йĕрĕсене пăхса тухасси», - тенĕ Владимир Яковлев.  Вăл каланă тăрăх, малашнехи пурнăçра строительство пайне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн ĕç ушкăнĕсенче пăхса тухĕç.  Раççейри Строительсен пĕрлешĕвĕн президенчĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительствăна аталантарассипе приоритетлă ыйтусене тĕрĕс палăртнине, тĕрĕс çул-йĕр тупнине, тата малашнехи пурнăçшăн та пысăк витĕм кӳнине асăнса хăварнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта строительство тытăмĕ ăнăçлă  пынине каланă, çитĕнӳсем те сахал мар пулнине палăртнă. Кăтартусемпе Атăлçи федераци округĕнчи регионсемпе танлаштарсан чи малта пыракансем шутĕнче пынине палăртнă. «Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕпе Михаил Меньпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ун чухне Министр хăйĕн сăмахĕнче, тĕнчери çăмăлах мар экономика лару-тăрăвĕнче те Чăваш Енре строительство ĕçĕ пысăк калăпăшпа пулса пынине палăртрĕ. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕр  строительствинче кал-кал аталанăва сыхласа хăварма май килчĕ, унăн калăпăшĕ, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан, 119 процент шайĕнче пулнине аса илчĕ. Çав вăхăтрах 2015-мĕш çулта хваттерсем туянакансен шучĕ чакнине шута илсе, çурт-йĕр тăвас ĕçĕн чакни те сисĕнет», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тăлăх ачасене, нумай ачаллă çемьесемпе çамрăк çемьесене тата халăхăн социаллă хӳтлĕхĕсĕр ытти ушкăнĕсене патшалăх пулăшăвĕ парас енĕпе йышăннă пурăнмалли çурт-йĕр программисене сахал мар пурнăçланине асăннă Михаил Игнатьев. Чăваш Енре çурт-йĕр строительстви малалла нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем, çав шутра эконом-класс йышши çурт-йĕр туни шучĕпе аталанма палăртнă.   Регион Ертӳçи республикăра строительсем валли çитес вунă çул хушшинче ĕçсем пуррине каланă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре комплекслă строительство ĕçĕсене пурнăçа кĕртме пурĕ 56 проект ĕçленине асăннă. Çул-йĕр фончĕпе пĕрле строительство инфратытăмне аталантарса пыма 2016-мĕш çулта пĕтĕмпе 8,5 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă. «Эпир нимĕн иккĕленмесĕрех калама пултаратпăр – строительство пайĕнче тăкакланакан кашни тăваттăмĕш тенки бюджет укçи пулнине. Патшалăх таса чунпа яваплăха туйса ĕçлекен строительсене витĕм кӳни куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев. Палăртнă 8,5 млрд тенкĕрен 2 млрд. бюджет укçине Чăваш Енри строительство тытăмне куçарнă. Ăна кура 70 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хăпартăнса ларăнĕ, 6 пин те 200 çын хăтлă хваттерсене куçĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тепĕр пысăк ĕç нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттересси. Ку енĕпе те 2016-мĕш çулта ĕçе пурнăçлама 610 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсерен регионта строительство валли хатĕрсене калăплакан производствăсем хута кайнине те асăннă.  Энергине перекетлеме май паракан, пысăк технологине тĕпе хурса ĕçлекенсене кура, ЖКХ пайĕшĕн граждансен çемье бюджечĕ сахалрах тăкакланнине пĕлтернĕ. «Чăваш Енри предприятисем тирпейлесе кăларакан таварсене регионта, республика тулашĕнче лайăх усă кураççĕ. Уйрăм таварсене пăхас пулсан, Раççейре урăх ниçта та кураймăн. Малашне те строительство производствисене аталантарма тĕллев лартăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев, ларăва пухăннисене пĕр-пĕринпе уçăмлăн калаçма, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕрле сӳтсе явма чĕнсе каланă. Раççейри Строительсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Владимир Яковлев Михаил Игнатьева регионта строительство пайĕн ĕçне аталантарса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырланă, тав сăмахĕсем каланă. Лару ĕçĕнче ертӳçĕсем йывăрлăхсемпе çыхăннă ыйтусем тавра та сăмах пуçарнă, финанспа экономика кризĕсĕнчен тухмалли çур-йĕрсем пирки сӳтсе явнă. «Строймаш-Вибропресс» Холдинг Президенчĕ, Раççейри Строительсен пĕрлешĕвĕн Вице-президенчĕ  Сергей Кучихин хăйĕн докладĕнче строительство пайĕн ĕç калăпăшĕ чакни, строительство хатĕрĕсене туяннин кăтартăвĕнче те палăрнине асăннă. 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан, 25 процент пĕчĕкрех пулнине пĕлтернĕ. Кирпĕч, цемент, известь туянакансем те куçкĕретех чылай пĕчĕкленĕ, пĕр сăмахпа каласан, калăпăш чакнă. «Маларахри çулсене илес пулсан, Раççейре строительство хатĕрĕсене тирпейлесе сутассипе тимлекен производствăсем çав тери тупăшлă ĕçленĕ, пĕр тикĕс лайăх аталанса пынă. Халĕ промышленноç пайне çĕнĕлĕхсем кĕртес тапхăр пуçланчĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ проектсене пурнăçлама пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлемелле. Чи пĕлтерĕшли вара, таварсен пахалăх шайне чакарма юраманни. Калас пулсан, Чăваш Енре строительство пайĕнче пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕçлени ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Лару-тăру палăртнă ыйтупа çӳллĕ шайра пулса пырать. Ытти регионсене илес пулсан, çитменлĕхсем пур-ха», - тенĕ сумлă хăна. Чăваш Республикинчи строительство тытăмĕнчи ĕç-пуçпа строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн чарăнса тăнă. Паянхи кун тĕлне регионта строительство енĕпе ĕçлекен 3 пин предприятине шута илнине пĕлтернĕ, вĕсенче пурĕ 29,9 пин çын вăй хунине каланă. «Республикăри строительство таварĕсене пысăка хакланине кура, чи пысăк 29 предприятине модернизацилеме май килчĕ, вĕсене валли 600 миллион текĕлĕх тăкакланнă. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме 2 млрд.500 миллион явăçтарнă», - тесе пĕлтернĕ регионти строительство министрĕ. Юлашки пиллĕк çул хушшинче строительство енĕпе пурнăçламалли çулталăк планĕ икĕ хут патнелле ӳсни курăнать. Республикăра нумай хваттерлĕ çур-йĕрсем çĕклесе лартас ĕç те кирлĕ пек шайра пулса пырать. «КЕТРА» çĕнĕ заводăн презентацийĕпе ларăва хутшăннисем тĕплĕн паллашнă. «ТУС» АХО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан производствăн ĕçĕ пирки каласа кăтартнă, çулталăкне предприяти 60 млн. кирпĕч калăпласа кăларнине пĕлтернĕ. Заводра пысăк технологиллĕ Италирен кӳрсе килнĕ хатĕрсемпе усă курнине кура, таварсен пахалăхне çӳллĕ шайра тытса пыма май панине асăннă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков «КЕТРА», «ДСК ЧЕСТР», «Экоклинкер» предприятисем республикăра строительство пайĕнче усă куракан таварсене хамăр тăрăхрах туянма пулăшу кӳнине асăннă. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашнă, патшалăх тата бизнес хушшинчи çыхăну пирки сӳтсе явнă, саккун проекчĕсем тавра калаçнă. Ертӳçсем пурте пĕр сасăллă пулса, çĕршыври экономика йывăрлăхне пăхмасăрах, строительство пайĕ епле аталаннă, малашне те çирĕппĕн аталанса пырассине шанса каланă.

Тĕплĕнрех

 

 



15 марта 2016
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter