Паян республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ пулать

Паян  мартăн 16-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ пулать. Ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе йĕркелекен тĕлпулусенче Чăваш Республикин 2015 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене тата 2016 çулхи задачăсене сỹтсе явĕç, пушар тухасран асăрханасси, çурхи ейỹ вăхăтне хатĕрленсе кĕтсе илесси, территорисене тасатса тирпейлес ĕçсене йĕркелесси пирки калаçĕç. Çавăн пекех тĕлпулусенче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерессипе ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачăсене те тишкерме палăртаççĕ.



16 марта 2016
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter