Чăваш Ен бюджечĕ 2,4 млрд. тенкĕ чухлĕ ӳснĕ

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртнĕ. Республика Правительствин членĕсем Чăваш Республикин 2016-мĕш çулăн республика бюджетне çĕнĕлĕх кĕртес ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă, ку шăпах та кун йĕркинчи тĕп ыйту пулса тăнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çĕршыв ертӳлĕхĕпе, федераци центрĕпе ăнланса тухăçлă ĕçлесе пынине кура, Чăваш Республикине хушма пулăшусем явăçтарма май килнине асăннă. «Федераци шайĕнче йышăннă йышăнусене кура, Чăваш Енĕн 2016-мĕш çул республика хыснине каялла тавăрса памалла мар пулăшу 2,6 млрд. тенкĕ чухлĕ куçнă. Çак укçана тата пĕтĕмĕшле пулăшăвăн калăпăшне пăхас пулсан вăл 12,2 млрд. тенкĕпе танлашать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май регион Ертӳçи, кăçал тата та республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансем умне республика хыснине 15 млрд. тенкĕрен кая мар укçа явăçтарма тĕллев лартнă», - тенĕ вăл. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, «Пĕрле пурăнмалла – пĕрле ĕçлемелле» халăх программине пурнăçа кĕртессипе те бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Республика бюджечĕн тăкак пайĕ маларах палăртса хунинчен 2,9 млрд тенкĕ чухлĕ ӳсет. 405 млн. тенкĕ шкулсен строительство ĕçне куçĕ. «Эпĕ пĕтĕмĕшле укçана палăртатăп. Ку тĕллевпе республика хыснинче тата та 125,7 млн. тенкĕ харпăрхăй укçине пăхса хăварнă, çаксем федераци хыснинчен шкулсене хута яма хушма укçа явăçтарма ирĕк парĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев. 153,3 млн. тенкĕ Шупашкарти электромеханика колледж çумĕнче «WorldSkills» проектăн регионсем хушшинчи центра йĕркелесе яма уйăрнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев РФ Правительствин членĕсемпе Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнине аса илнĕ, ун чухне ертӳçĕсем шăпах та колледж ĕçĕпе кăсăкланнине каланă. Проекта пурнăçа кĕртме федераци хыснинчен пулăшу куçасси иккĕлентерменнине, чаплă центр хута каяссине палăртнă. Республикăри сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене çĕклесе лартма 160 млн. тенкĕ палăртса хунă. Онкологи центрĕн хирурги корпусне хута яма 100 млн. тенкĕ тăкакланĕ. «Аса илтеретпĕр, пире федераци бюджетĕнчен хирурги корпусне çĕклесе лартма 365,5 млн. тенкĕ явăçтарма май килчĕ. Уйрăм политика çыннисем хăйсем пирки ырласа, çак укçана вĕсем явăçтарма витĕм кӳнĕ тесе каласшăн, анчах та кăлăхах, вĕсен тӳпи кунта пачах та çук тесен те йăнăш мар. Палăртса хăваратпăр, енчен те объект ĕçне эпир 65-70 процента çити хамăрăн республика бюджечĕн укçи-тенкипе ĕçлемен пулнă пулсан, пире федераци бюджетĕнчен пулăшу ыйтса илме йывăр пулнă пулĕччĕ. Çĕнĕ корпус ĕçне хута яма эпир шантарнă. Учрежденире медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтерме пурĕ 200 млн.тенкĕ уйăрнă. Пирĕн пуласлăхра онкологи центрĕнче çулталăкне 5 пин операци тума, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă курма майсем пулĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Республика хыснинчен 5 млн.300 пин тенкĕ Канаш хулинчи стадионăн строительство ĕçне куçĕ, Вăрнарти стадиона хута яма 10 млн. пăхса хăварнă. Регионти строительство пайне аталанма 8,5 млрд. тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен çурт-йĕр ыйтăвне татса пама 2 млрд., çак укçапа 70 пин тăваткал метр чухлĕ çуртсем хута кайĕç, 6,2 пин çын çĕнĕ хăтлă хваттерлĕ пулĕç. Яла ĕçлеме килес текенсем валли те, енчен те вĕсем çамрăк специалистсем пулсан, республика хыснинче укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Уйрăмах ватăсене пулăшу кӳресси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Калăпăр, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕшĕн чи ватă ветерансене взнос тӳленĕ чухне  пулăшу кӳрес тĕллевпе бюджетра пĕтĕмпе 10 млн. тенкĕ уйăрнă.  «Паянхи тĕп тĕллев, тĕрлĕ шайри влаç органĕсенче ĕçлекенсен финанспа тĕллевлĕн усă курнине çирĕп тĕрĕслесе тăрасси. Раççей Федерацийĕн уçă Правительствин хаклавĕ тăрăх, Чăваш Республикин çитĕнĕвĕ пысăк, граждансене валли хатĕрленĕ бюджет кăтартăвĕпе çĕршыври чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан 9 регион шутне кĕчĕ. Пирĕн йышăннă бюджет уçăмлă. Пур халăх та вуласа пĕлме, паллашма пултарать. Шанатăп, эпир хамăрăн ума лартнă тĕллевсене пурнăçласса. Правительство членĕсем ăста та пысăк тавра курăмлă çынсем. Пурте эпир федераци шайĕнче тăрăшакан ертӳçĕсемпе ăнланса тухăçлă ĕçлесе пыратпăр. Çакна лайăх ăнланмалла, халăх пирĕнтен кăтартуллă ĕçсем кĕтет», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе республика Ертӳçи. Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев регионти уйрăм категорире тăракан граждансене социаллă пулăшу пама ирĕк паракан саккуна çĕнĕлĕх кĕртме проект тăратнă. Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, 70-80 çултан иртнĕ ватăсен хваттерĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн, взноссене тӳленĕ чухне пулăшу кӳме шантарать. Чăваш Енри Ĕçлев министерствин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, регионта палăртнă категорире пĕтĕмпе 23 пин ватă çынăн льготăсене илме ирĕк пулĕ. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина ытларах бюджета кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр каланă тăрăх, 2016-мĕш çулхи республика бюджечĕн тупăш пайĕ 34 млрд. 530,5 млн. тенкĕпе танлашать, тăкак пайĕ вара 37 млрд.297,3 млн. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов хăйĕн сăмахĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ саккун проектне çитес вăхăтрах Патшалăх Канашĕн пухăвĕнче пăхса тухассине пĕлтернĕ.  Вăл та республикăри шкулсене, культура çурчĕсене, ял тăрăхĕнчи инфратытăма аталанса пыма республика хыснинче пăхса хăварнă укçа-тенкĕ пирки чарăнса тăнă. «Енчен те халăх культура çурчĕсене çӳрет пулсан, вĕсем учрежденисене реконструкцилеме пулăшу ыйтаççĕ пулсан, вĕсене витĕм кӳме тăрăшмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче ялсенчи шкулсене тирпей-илем кӳртессипе çыхăннă ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăннă. Ытларах шкулсенче спортзалсене, стадионсене, ачасене апатлантармалли уйрăмсене юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттермеллине каланă. «Эпĕ пур тĕллеве те палăртнă, ыйтусене çирĕп тĕрĕслевре тытăп. Ялти шкулсенче ачасене туалета çӳремелли ятарлă вырăнсене йĕркене кĕртсе пĕтермелле, ăшăпа тивĕçтермелле. Ыйтăва çулталăк çурăра пĕтĕмпех татса памалла», - çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Бюджетран ĕçлемен граждансемшĕн обязательнăй страховани пайне уйăрма укçа-тенкĕ 260,6 млн. тенкĕ уйăрнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕр хуччен çеç мар каланă, РФ Пенси фончĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, республикăра 162 пин çын предприятисемпе организацисенче ятарлă ĕç хучĕсемсĕр ĕçленине. Укçасене конвертпа илни пăшăрхантарать. Халăх каярах тĕрлĕ йывăрлăхсемпе те асапланни паллă. «Ыйтупа çивĕч ĕçлемелле, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен предприятисен ертӳçисене тупса палăртса явап тыттармалла. Чăваш Енре пурăнакансен шучĕ обязательнăй медицина страхованийĕн фондĕнче регистрациленнĕ граждансен шутĕнчен чылай пысăкрах. Ĕçсĕр халăхшăн кăлăхах уйăхсерен республика хыснинчен мĕншĕн 6330 тенкĕ тăкакланмалла, енчен те çынсем предприятисенче ĕçлеççĕ пулсан, вĕсемшĕн организаци шучĕпе çак ыйтусене татса памалла.  Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин та кун пирки темиçе хуччен те асăрхаттарнă, РФ Патшалăх Думине çулсерен тухакан Çырура та палăртнă.  Йĕркесĕрлĕхе пĕтермелле. Граждансен те хăйсен ĕçĕ пирки тĕплĕн шухăшламалла, суя ĕç хучĕсемпе предприятисенче тытăнса тăмалла мар. Ватлăх çитсен çеç ыйтăва хускатма юрамасть, çамрăклах пенси фондне, страховани пайне укçа-тенкĕ куçнипе куçманнине предприятисемпе организацисен ертӳçисенчен ыйтса пĕлмелле», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине ĕçлемен çынсен шутне тепĕр хут тĕрĕслесе тухма, енчен те çынсем хăйсем пирки суйса ĕç хучĕсене страховани фондне тăратнă пулсан, вĕсене кăлармалла. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Енри обязательнăй медицина страхованийĕн Территори фончĕн пирки калакан саккуна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсене те ырланă. Унăн тăкакпа тупăш пайĕ те пĕр тан 0,3 процент чухлĕ хăпарнине асăннă. Республикăн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова саккун проекчĕпе 50 çула çитмен врачсене «Земский доктор» программипе килĕшӳллĕн тӳлеме пĕтĕмпе 36 млн. тенкĕ пăхса хăварнине каланă.  Ял тăрăхĕнчи сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансемсĕр пуçне хула пĕлтерĕшлĕ поселоксенче – Вăрнарта, Вăрмарта, Йĕпреçре, Кукеçре  ĕçлекен врачсене тӳлемелли укçан 40 процентне уйăрма республика хыснине укçа-тенкĕ пăхса хăварнине каланă. Çак пулăшу ялсене хушма 60 тухтăра явăçтарма май панине те асăнса хăварнă. Чи кирли сиплекен тухтăрсен 50 çула çитиччен, енчен те вĕсем ялсене ĕçлеме кайма кăмăл тăваççĕ пулсан,  вĕсен ĕç хучĕсене йĕркене тăратса хăварма ĕлкĕрмелле. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. 2015-мĕш çулта кашни çынăн уйăхсерен пурăнмалли укçан  чи пĕчĕк виçи тăваттăмĕш кварталта 8 пин те 71 тенкĕпе танлашнă.



16 марта 2016
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter