Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Енри  общество йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă. Калаçу вăхăтĕнче çурт-йĕрсене юсав ĕçĕсене йĕркелессине, ача сачĕсене кирлĕ пек ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтерессине, çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтусене анлăн сӳтсе явнă. 92 çулхи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Нина Синицина Шупашкарта пурăнать. Вăл республика Пуçлăхĕ патне хăйне пăшăрхантаракан ыйтупа килсе çитнĕ. Мĕн ĕмĕрĕпех вăл республика ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă. Паянхи кун та регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвĕпе кăсăкланать. «Эсир кăçалхи çул Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăва та кăмăлтан итлерĕм. Сирĕн плансем питĕ пысăк. Малашне те Сире Турă пулăшса пытăр тата та лайăхрах пурăнăпăр», - тенĕ ветеран. Нина Синицина хăй пурăнакан хваттере кăштах та пулин юсав ĕçĕсене ирттерме май пуррипе çукки пирки ыйтса пĕлнĕ республика Пуçлăхĕнчен. Пӳрт çивитти питех йĕркеллĕ пулманнине кура, кашни çул йĕпе-сапа вăхăтĕнче хваттере шыв анни пулкаланă. 2013-мĕш çулта çуртăн тăррине тĕпрен юсанă, анчах та унăн хваттерĕ çаплипех тирпейленмен, тепĕр тесен, ватă хăйĕн вăйĕпе ăна юсама та пултарайман. Хальхи вăхăтра унăн хулара çывăх çыннисем çук, никам çине те вăл шанаймасть. «Чăваш Республикин строительство министрне, çурт-йĕр инспекцине Сирĕн сĕнĕве шута илме хушатăп. Управляющий компанисемпе пĕрле хваттере юсама мĕн чухлĕ тăкакланмаллине  шутласа палăрччĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Юсав ĕçĕн тăкакне 50 процент чухлĕ республика хысни саплаштарĕ. Асăннă ыйту çине хула влаçĕн те тимлĕх уйăрмалла. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Нина Петровнăна 100 çултан та  ытларах пурăнма сĕннĕ. «Паян республикăра пĕтĕмпе 100 çултан иртнĕ 65 ватă пурăнать. Пире, чăннипех те çынсем нумай çул пурăнни хавхалантарать», - тенĕ сăмаха малалла вакланă май Михаил Игнатьев. «Ĕç, Михаил Васильевич, сирĕн сахал мар. Нумай çулсем хушши ĕçлеме вăй-хал пултăр Сирĕн. Хăвăра та, пире те упраса пурăнăр», - тесе пехилленĕ сумлă ветеран. Татьяна Тарасова Кӳкеçре пурăнать, халлĕхе вăл килти ĕçпе йăпанса пурăнать.  Вăл каланă тăрăх, Кӳкеç кунсерен илемленсе пырать, пурăнма та çынсене пур условисем те пур. Нумаях пулмасть, вĕсен тăрăхĕнче çĕнĕ ача сачĕ хута кайнишĕн çав тери ашшĕ-амăшĕсем савăннă. «Садикре бассейн, компьютер, кĕвĕ залĕсем те пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăраççĕ. Воспитательсем кăмăллă, ăста, пысăк тавра курăмлă çынсем. Çак садике манăн ача - Илья та çӳрет», - тесе хăйĕн савăнăçне пĕлтернĕ  Татьяна Тарасова. Паян ăна кăсăклантаракан тепĕр ыйту – садикре ачасене валли авто пĕчĕк хула йĕркелеме пульмĕ-ши тесе ыйтнă. «Çул çинче транспортсем чылайлансах пыраççĕ. Ачасем мĕн ачаран çул-йĕр правилисене вĕренсен питĕ аван пулнă пулĕччĕ», - тесе каланă. «Ача садĕнче пур условисем те çителĕклĕ пулнине сирĕнтен илтме питĕ кăмăллă. Ку чи пахи. Эпир республика хыснинчен сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă», - тесе каланă Михаил Игнатьев, халăх сĕнĕвне шута илессине палăртнă. «Паллах, кашни ача садĕнче кун пек авто пĕчĕк хуласене йĕркелесе çитерме май килмĕ, анчах та сирĕн тăрăхра пурăнакансен шучĕ  12 пинрен те ытларах, çавăнпа та ыйтăва пурнăçа кĕртме тĕллев лартăпăр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май республика Пуçлăхĕ.  Куславкка районĕнче пурăнакан Андрей Анилин Тĕрлемесри шкулта спорт залне юсама май пульмĕ-ши тесе ыйтнă. Унта унăн ачи Юля вĕренет. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, спорта куллен çак шкула халăх çӳрет. Волейбол выляма кӳршĕллĕ ялсенчен те çынсем килнине каланă. Михаил Игнатьев çитес вăхăтра федераци хыснинчен 20 млн.субсиди куçассине пĕлтернĕ. Шкулсенче юсав ĕçĕсене йĕркелеме республика бюджетĕнче те пулăшу уйăрнине палăртнă. Ыйтăва пурнăçлама шантарнă, ял халăхне вара юсав ĕçĕсен пахалăхне çирĕп тĕрĕслесе тăма сĕннĕ. Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине Чăваш Ен Пуçлăхĕ çирĕп тĕрĕслевре тытать. Вăрнар районĕнчи Ершепуç ялĕнче ФАП хута яма май пуррипе çукки пирки кăсăкланнă Кюстюмер шкулĕнче директор çумĕ пулса ĕçлекен Надежда Захарова. Пĕлтĕр çак асăннă тăрăхра çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пушар алхаснă, ФАП тĕпрен çунса кĕлленнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016-мĕш çулта Ершепуçĕнче ФАП хăпартса лартма палăртса хунине пĕлтернĕ. «Кăçал ФАП хута яма укçа-тенкĕ куçарса парăпăр, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне объекта çĕклесе лартмалла. Паянхи куна регионта пĕтĕмпе 525 ФАП. Юлашки çулсенче 100 ФАП хута янă. 2016-2017-мĕш çулсенче тата та 50 учреждени çĕклесе лартма тĕллев лартнă. Ăна валли республика бюджетĕнче укçа-тенкĕ те пăхса хăварнă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



17 марта 2016
14:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter