Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ушкăнĕ «Раççей Перекет банкĕ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ăмăртусем ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе пыракан Министрсен Кабинечĕн ушкăнĕ «Раççей Перекет банкĕ» организацин командипе волейбол выляссипе ăмăртусем ирттернĕ. Мероприятине Перекет банкĕн вĕренӳпе методика комплексĕнче йĕркеленĕ. Правительство командине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Раççей Перекет банкĕ» ПАО Атăл-Вятка ушкăнне унăн председателĕ Сергей Мальцев ертсе пынă. Палăртса хăваратпăр, Раççей Перекет банкĕпе Чăваш Ен Правительстви тахçантанпах пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлекен партнерсем шутланаççĕ. Аса илтеретпĕр, пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Чăваш Ен: регион экономикишĕн инвестици тата инфратытăм ыйтăвĕсене татса парасси» ятпа иртнĕ конференцине республика Пуçлăхĕпе пĕрле Раççей Перекет банкĕн представителĕсем те хутшăннă. Çак кун Михаил Игнатьев банк ертӳçисемпе те тĕл пулса калаçнă. Матч вĕçленнĕ хыççăн, Сергей Мальцев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, банкăн ĕçченĕсемшĕн сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси чи приоритетлă тĕллев пулнине, вĕсем тăтăшах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăннине палăртнă. «Паян юлташла ирттернĕ ăмăрту та хăйне евĕр савăк кăмăл парнелерĕ. Спорт пире пурсăмăра та пĕрлештерет. Эпир лайăх пĕлетпĕр, регион Ертӳçи спорта хисеплет, хăй те кулленех ăмăртусене хутшăнать», - тенĕ сăмаха малалла вакланă май банк ертӳçи. Чăваш Ен Правительствин ушкăнĕ спорт енĕпе çав тери ăста пулнине палăртнă, ыттисемшĕн тĕслĕх тенĕ. Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов çакăн пек спорта юратни, ăсталăха якатни, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсене спорт енлĕ, лайăх кĕлетке-çурăмлă пулма май панине, пурсăмăра та пĕрлешсе пĕр ушкăнра ĕçлеме витĕм кӳрсе пынине каланă. Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче патшалăх влаçĕпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем пулĕç, унта та пурне те хутшăнма йыхравланă. Тĕплĕнрех

 



18 марта 2016
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter