Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Енĕн халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн калакан салам сăмахĕсене йышăнсамăр!

Эсир тăрăшнипе инженери системисем, халăх пурнăçне тивĕçтерекен объектсем кал-кал тата ăнăçлă ĕçлеççĕ, эсир пурăнмалли çурт-йĕр фондне тытса тăрассине, больницăсен, шкулсен, ача сачĕсен, парикмахерскисен, юсав мастерскойĕсен ĕçне тивĕçтеретĕр.

Юлашки çулсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне реформăлас енĕпе нумай ĕç тунă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне, çурт-йĕр фончĕн объекчĕсене тытса тăрассин тухăçлăхне, инфратытăма лайăхлатас, управляющи организацисен ĕçне тĕрĕслесе тăрассине вăйлатас, картишсен территорийĕсене хăтлăх кÿрес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк.

Эпир пĕрле тăрăшнин кăтартăвĕ - халăх ЖКХ организацийĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнин кăтартăвĕсем лайăхланни.

Паян мĕн тунипе çырлахманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уççăн, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемелле, халăх шанăçне упраса хăвармашкăн ăна объективлă информаципе тивĕçтермелле. Çынсен нушисемпе ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла, кашни ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла.

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналă хуçалăхăн мĕнпур ĕçченне хăйсен профессине парăннăшăн тав тăватăп.

Профессионализм, ĕçре яваплăха туйни, тараватлăх сире малашне те хăвăрăн халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевлĕ ĕçĕре çÿллĕ шайра пурнăçлама пулăшасса шанатăп. 

Чун-чĕререн çирĕп сывлăх, мир, ырлăх тата телей сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                    М.ИГНАТЬЕВ.

    



18 марта 2016
13:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter