Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕн представителĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 


Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей Перекет банкĕ» ПАО представителĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина, республикăн экономика министрĕ Владимир Аврелькин,  Атăл-Вятка Раççей Перекет банкĕн председателĕ Сергей Мальцев, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский, «Универсаллă электронлă карта» АО президенчĕ Игорь Мамонтов хутшăннă.  Хăнасене Чăваш Ен Пуçлăхĕ регион аталанăвĕшĕн пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă, Перекет банкне халăх шаннине, вĕсен пулăшăвĕпе усă курас текенсен шучĕ кулленех ӳссе пынине асăннă.  Атăл-Вятка «Раççей Перекет банкĕ» ПАО председателĕ Сергей Мальцев хăйĕн сăмахĕнче республика Правительствине тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Паянхи тĕлпулăвăн тĕллевĕ те регионăн экономикине аталанма витĕм кӳрессипе çыхăннă уйрăм ыйтусем пулнине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертӳçĕсене экономикăн тĕп çул-йĕрĕсем пирки каласа хăварнă. Республикăн экономика ӳсĕмне строительство пайĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Юлашки пилĕк çул хушшинче, патшалăх программисене пурнăçласа, строительство ĕçĕ çурт-йĕр хăпартса лартассин калăпăшĕ çав тери пысăк пулнине пĕлтернĕ. Республикăра нумай хваттерлĕ çуртсем çĕклесе лартас ĕç те кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине, çĕршывра экономика енчен çăмăлах мар тапхăрта та республикăра строительство ĕçĕ çӳллĕ шайра пурнăçланнине пĕлтернĕ. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕр строительствинче кал-кал аталанăва сыхласа хăварма май килнине, унăн калăпăшĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 119 процент шайĕнче пулнине палăртнă. Кăçал пĕтĕмпе строительство пайне 8,5 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă, вĕсенчен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма бюджетран 2 млрд. тенĕ патнелле куçасси паллă. Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев шкулсемпе çыхăннă ыйтусем тавра та сăмах пуçарнă, федераци тата республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ пирки калаçнă. Ертӳçĕсем кредит ыйтăвĕсене те тишкернĕ, çăмăллăхсем пирки уйрăммăн чарăнса тăнă. Тĕплĕнрех

  

 



18 марта 2016
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter